АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах _ район тантăшĕсене

05 сентября 2017 г.

 Е. ЧЕРНОВА, Козловка ялĕ:

"Çурла уйăхĕнче эпĕ те 90 çул тултартăм. Юбилей ячĕпе районтан, ял тăрăхĕнчен хисеплĕ ушкăн килсе саламланăшăн, Раççей Президенчĕ Владимир Путин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ячĕсенчен çырнă саламлă открыткăна çитернĕшĕн, патшалăх пирĕн пек ватă çынсене сума сунăшăн çав тери савăнтăм. Çакăн хыççăн ку таранччен утса тухнă кун-çулăмăр йăлтах куç умне тухса тăчĕ. Чăнах та тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе ĕмĕрĕм иртрĕ. 14-15 çултах яваплă ĕçе кỹлĕнтĕм, аттепе аслă пиччене вăрçа илсе кайнă хыççăнах вĕсен вырăнне лавккара ĕçлеме пикентĕм. Ун чухне магазинсенче суту-илỹ тума услови те пулман. Тăлăппа, алсапа ĕçлеттĕмччĕ. Магазина кунĕпе буржуйкăпа ăшăтаттăмччĕ. Пурпĕрех нăйкăшман, ĕçленĕ. Малашнехи пурнăçăм та суту-илỹпех çыхăнчĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех ял лавккинче ĕçлерĕм. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртрĕ пулсан та, иртнĕ кунсемшĕн ỹкĕнместĕп, паянхи лайăх пурнăçшăн, ачасен ăнăçăвĕшĕн, мăнуксен çитĕнĕвĕшĕн савăнатăп.

Паян пирĕн Патăрьел районĕ те 90 çул тултарать. Эпир унăн тантăшĕсем шутланатпăр. Çавăнпа та май пуррипе усă курса юбилейлă çулталăкра çывăх çынсемпе кĕреке хушшине ларнисене пурне те саламлатăп".

А. МАРТЫШКИН, Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ:

"Эпир, аслă ăрури çынсем, паянхи çамрăксемшĕн "чĕрĕ энциклопеди" вырăнĕнчех темелле. Тăххăрмĕш теçетке урлă каçнă карчăк-шăрчăксен пурнăçĕ пурин те пĕрешкел: выçлăхне те чăтса ирттернĕ, вăрçă йывăрлăхне те тỹснĕ, ун хыççăнхи çăмăл мар пурнăçа та сыпăнтарнă... Урăхла каласан, никама та пурнăç "ылтăн сăпкара" сиктермен. 1944 çулта мана та Челябинск хулине ФЗОна вĕренме ячĕç. Вăрçă хыççăн яла таврăнсан колхозра та, сутуçăра та, ферма, склад заведующийĕсенче те ĕçлерĕм, "Ĕçри хастарлăхшăн" медале илме те тивĕçрĕм. Урăхла каласан, вăхăтĕнче эпир тăрăшса пурнăçланă ĕçсене паян ачасем, мăнуксем малалла тăсасса шанатпăр".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика