05 сентября 2017 г.
Шăнкăрав Пĕлỹ кунĕ çитнине систерсе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 346 вĕренекеншĕн савăнăçлă шăнкăрав янăрарĕ. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан 40 ачана вăл тăрăшса вĕренме сунчĕ.
Уяв линейкине республикăри строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков хутшăнчĕç. Меропритие шкул директорĕ Л. Лялина уçрĕ, пурне те Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Унтан сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов илчĕ. Рудольф Васильевич çитĕнекен ăрăва тăрăшса вĕренме, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма сунчĕ.
Ĕçре палăрнă вĕрентекенсем, вĕренỹре "5" паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыракансем, конкурссене хутшăнса мала тухнисем Хисем хучĕсемпе дипломсем район администрацийĕн пуçлăхĕн, министр аллинчен илме тивĕçрĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)