АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен сассипе «Паттăр йĕрĕ тăрăх»

08 сентября 2017 г.

Патăрьел районĕ ытти вырăнта пурăнакансене мĕнпе тĕлĕнтерме пултарать-ха, кунти халăх, унăн йăли-йĕрки тата культури ютрисемшĕн мĕнпе кăсăклă. Тикеш археологи комплексĕ хăй мĕне тăрать. X-XII ĕмĕрсенче вăй илсе аталаннă хулаш вырăнне тĕрлĕ вăхăтра çĕршыври тата республикăри паллă археологсем тĕпченĕ.Çут çанталăк та хăйĕн тĕлĕнтермĕшсене хăварнă ку тăрăхра. Çакна шута илсе район ертỹлĕхĕ авăн уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче журналистсем валли пресс-тур ирттерчĕ.

Çапла ят панă турист маршрутне. Вăл Алманчă ялĕнчи халăх музейĕнчен пуçланчĕ. 1968 çулта ялти вăтам шкулти физика учителĕ  Василий Васильев тăрăшнипе йĕркеленнĕскер халĕ  районти «Çăкăр» историпе этнографи музейĕн

филиалĕ  шутланать. Пĕр шухăшласан, Василий Ивановичăн аваллăх управçи ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть .Çапах Антонина Павлова экскурсовод каласа кăтартнине итлетĕн те кунти халăх чăнах та паттăр йăхĕнчен пулнине туйса илетĕн. Акă музей йĕркелỹçи хăех çак ята тивĕçлĕ. Пĕр пулăмпах çирĕплетме пулать çакна. Василий Васильев ялти пур 18 йăхăн пурнăç йывăçне çиччĕмĕш сыпăк таран тĕпчесе пĕлнĕ, унăн альбомне хатĕрленĕ. Пĕртен-пĕ  экземплярпа упранаканскере ял çыннисем вăхăтран-вăхăт алла тытаççĕ, несĕлĕсен йăх йывăçĕ пе кăсăкланнисĕр пуçне вăл мĕнле аталанса пынине малалла хушса çыраççĕ.

«Вĕсене çакăнта пытарнă» кĕтесĕн пĕлтерĕшĕ  те пысăк. Васильев пуçарăвĕпе шкул ачисем Тăван çĕ ршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă ентешсене шыраса тупнă. Халĕ  акă стена çинчи списокри хушамат тĕлне пỹ рнепе тĕкĕнетĕн те карттă çинче çав самантра асăннă çын пуç хунă вырăн тĕлĕнче лампочка çуталса илет. Никама та манман,нимĕ н те манăçман.

Турхан ывăлĕ

Алексей Кокель художник пултарулăхĕ  чăвашсене те, вăл ĕçлесе пурăннă тăрăхри ĕçтешĕсене те – Украинăри художниксене – кăсăклантарать. Турхан ялĕнчи хресчен çемйинче кун çути курнă ача чăвашсен ỹнерçисенчен чи малтан професси пĕлĕвĕ  илнĕ. Питĕрти чи чаплă вĕренỹ заведенийĕ нче ăсталăха туптаса пĕлĕве малалла чикĕ леш енче ỹстерме пултарнă. Шел, тăван хутлăхне таврăнма май килмен унăн, хăй мĕнле ĕмĕтленнĕ  пулсан та.

Ентешĕсем Турхан ывăлне манмаççĕ. Иртнĕ  ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ялта Алексей Кокелĕн музейĕ  уçăлнă. Унта художникăн япалисем те - çи-пуçĕ, этюдник, картинисен копийĕсем – упранаççĕ, чăн произведенийĕсем – Шупашкарта, Чăваш патшалăх музейĕн фондĕнче.

Паллă ентешĕн ятне вилĕмсĕрлетес тĕллевпе ялта 2007 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери Алексей Кокель пленэрĕ  иртет. Кăçал вунпĕрмĕш хут пуçтарăнчĕç Турхана Раççейĕн тĕрлĕ  кĕтесĕнчен Украинăпа Беларуçран сăрă ăстисем. Кашни художник пленэр-симпозиум вăхăтĕнче пурнăçланă ĕçсенчен иккĕшне Чăваш Енре хăварать, пĕрне - Кокель музейĕнче, тепĕрне - тĕп хулари ỹнер музейĕнче.

Çак тапхăрта чылай произведени пухăннă Турхансен. Унпа мĕн тумалла тата вĕсене м нле упрамалла. Темиçе çул каяллах пĕр ĕмĕт-тĕллев патне пырса тухнă ял çыннисем, Турханта картина галерейи кирлех. Вăл çеç те мар, музей валли те çĕнĕ, хальхи йышши çурт (/картинăсене упрама тивĕçтерекенни) кирлех. Унăн проекчĕ пе те паллашрăмăр музейре. «Çак ĕмĕт- тĕллеве пурнăçа кĕртсен чаплă ỹнерçĕ  ятне вилĕмсĕрлетес ĕçĕн пĕр пысăк пайне пурнăçланă теме пулĕ », - терĕ  музейри экскурсовод, Турханти ача-пăча ỹнер шкулĕн ертỹçи Валентин Сергеев.

Айхи феноменĕ

Геннадий Айхи Чăваш Енĕн инçетри Çĕньял ялне республикăра кăна мар, Раççейре те, ,Германирен, Швецирен, Японирен, Китайран, Нидерландран, Бельгирен тата ытти çĕршывран - писательсемпе поэтсем килсех тăраççĕ. Вĕсене Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин феноменĕ  çула тухма хистет.

Геннадий Айхи ячĕллĕ  музей ялти шкулта вырнаçнă. Пĕлỹ çурчĕ  ентешĕн сывлăшĕпе сывланине унта кĕрсенех туйса илетĕн, фойери алăк çинче ун сăмахĕсем вырăн тупнă,«Эпĕ  халĕ  - çын. Нихçан, никам, нимпе те вĕлерейми этем. Ялан, ялан пурăнакан этем. Пурăнмалли этем».

Хăй пирĕнтен уйрăлса кайсан та ентешĕсем ăна манмасса шаннă, ĕненнĕ  поэтăмăр. Çавăнпа хăйне тăван масарĕнчех, амăшĕпе тата кукашшĕпе юнашар пытарма ыйтнă.

Шкулти музейре Геннадий Айхи кĕтесĕ  хăй сывă чухнех пулнă-ха, анчах вăл вилнĕ  хыççăн ятарлă музей уçма тĕв тытнă. Çак ĕçе ун чухнехи шкул директорĕ, хальхи вăхăтра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Мария Мадюкова хăй çине илнĕ, ытти вĕрентекен пулăшса пынă. Журналистсене те ун пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе вăлах паллаштарчĕ. Унсăр пуçне Мария Ильинична пуçарăвĕпе шкулта çулленех Айхи вулавĕсем иртеççĕ. Вун-вун, çĕр-çĕр чăваш ачи юратнă поэчĕн сăввисене вуласа, куçарса тата хăй сăвă йĕркисем шăрçаласа пултарулăхра пĕрремĕш утăмсем тăвать.

Кунти кашни экспонат Айхипе çыхăннă, вăл шăкăртаттарса çапса ларнă машинка та, 1952 çулта алă вĕççĕн çырса кăларнă «Хĕрлĕ  çăлтăр» журнал та, амăшĕн пĕчĕк арчи те, сĕтел çине лартмалли лампа та тата, паллах, вун-вун чĕлхене куçарнă кĕнекисем. Стена çинче тăван ялне халалланă сăвă йĕркисем,

Каç. Таçта – Çĕньялăм. Çул çинче ман паллăм.

Кăшт хура, кăшт шурă… Çил те эп - пĕр юрă…

«Çăкăр» музейре

Çук, çăкăр пĕçермеççĕ  кунта. Апла пулсан мĕншĕн çапла ят панă. Сăнарласа, пысăклатса, Патăрьел районĕн пархатарлă хура çĕрне пуç тайса. Районăн историпе этнографи музейĕ  1994 çулта уçăлнă, анчах экспонатсем пуçтарма иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех пуçăннă. Унăн пĕрремĕш директорĕн Виталий Кидановăн тăрăшулăхĕ  харама кайман, хальхи вăхăтра тĕп фондра кăна 9 пин ытла экспонат. 2017 çулăн пĕрремĕш çурринче куракана 4 пинĕшпе паллаштарнă.

Журналистсене Валентина Маллина директор тата Наталия Румянцева экскурсовод кĕтсе илчĕç, ултă залра вырнаçнă экспозиципе паллаштарчĕç. Наталия Николаевна пĕр экспонат - ĕмĕр каялла салари Дмитрий Сверчков ал ăсти хатĕрленĕ  кĕрпе арманĕ  - умĕнче чылайччен чарăнса тăчĕ. Унашкаллине хальччен курманччĕ . Урапаллă çак хатĕре американсем те куç хывнă иккен, 25 пин долларпа туянса каясшăн пулнă. Палах, кĕрпе авăртма мар ĕнтĕ. Унăн тăпăл-тăпăл урапи, паян та илемне çухатманскер, тата ăстан тĕлĕнмелле ăс-пуçĕ  çуратнă ытти конструкци кăсăклантарнă океан леш енчен килнĕ  хăнасене.

Хыç сăмах вырăнне

Патăрьел райадминистрацийĕн пуçарăвĕпе, ЧР Культура министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ  пресс-тур ĕнер тепĕр маршрутпа иртнĕ. Унта хутшăннисем «Сăрçум» çут çанталăк заповедникне, Тикеш хулашĕ  пулнă вырăна, Хирти Пикшикри «Наратлар асты» турист объектне, ытти вырăна çитсе курнă. Çакнашкал çул ç ревсем хамăр тăрăхпа, куллен пурăнакан хутлăхпа тĕплĕнрех паллашма пулăшаççĕ, çавна май хамăра ытларах хисеплеме вĕрентеççĕ.

/ Надежда СМИРНОВА/ 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика