08 сентября 2017 г.
Патăрьел çĕĕръ, эпĕ мĕн астăвассах, сулмаклă утăмпа аталанса пынипе палăрса тăрать. 2015 çулхи юпа уйăхĕнче муниципалитет тилхепине Рудольф Селиванова шанчĕç. Çак кунсенче вара район 90 çулхи юбилейне уявларĕ. Паян пирĕн хаçат хăни – Рудольф Селиванов.
Тĕп вырăнта –çынсем
– Рудольф Васильевич, «Хыпар» хаçатра сирĕнпе черетлĕ хутчен тĕл пулма питех те хавас. Пĕлтĕрхи чўк уйăхĕнчи интервьюна эсир çĕнĕ вырăнта çулталăк ĕçленине халалланăччĕ. Паян сăмах пуçарма тепĕр сăлтав пур – çак уйăхăн 5-мĕшънче эсир ертсе пыракан муниципалитет 90 çул тултарчĕ. Район тăхăр теçетке çула çитнине палăртасси, манăн шухăшпа, мĕн тесен те. питех те яваплă.
– Чăн та, районăн 90 çулхи юбилейне хатĕрленсе кĕтсе илесси питех те яваплă.Ăна уявланă май муниципалитетăн аталанăвне тĕрлĕ çулта хăйсен тўпине хывнисене манмалла мар Унсăр пуçне ку тăрăхри ыйтусене те тĕпе хумалла. Тĕп вырăнта. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калашле, çынсем пулмалла, мĕншĕн тесен района шăпах вĕсем аталантараççĕ. Уяв мероприятийĕсем авăн уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче иртрĕç, велочупу, истори тапхăрĕсен фестивалĕ, районти паллă вырăнсем тăрăх экскурси, Уçă алăксен кунĕ, ачасем валли уяв, курав, концерт, савăнăçлă пуху…
– Патăрьелсем ура çинче çирĕп тăнине аван пĕлетпĕр. Ыттисенчен район тата мĕнпе уйрăлса тăрать.
– Пирĕн район чи малтанах нумай нациллĕ тата тĕрлĕ конфессиллĕ пулнипе паллă. Кунта пурăнакансен пуян йăли-йĕрки культурăна пуянлатать. Пирĕн халăх, мĕн пур чăваш çынни пекех, питех те ĕçчен.Ырми-канми тăрăшнăран ĕнтĕ Патăрьелсем хуларинчен кая мар пурăнаççĕ: урамсене çул сарнă, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма условисем туса панă. Ачасем валли 28 шкул,12 ача сачĕ,хушма пĕлў паракан 3 учреждени, агротехникум ĕçлеççĕ, Патăрьелти 2-мĕш шкулта агрокласс уçнă. Çулталăк çурăран иртнĕ ачасем садик черетĕнче нушаланмаççĕ. Шкул çулне çитменнисен 83 проценчĕ садике çўрет. Пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕн пур ял тăрăхĕнче клубсем, библиотекăсем, спорт лапамĕсем пур. Район центрне килсен «Паттăр» спорт комплексне кĕме пулать, унта икĕ бассейн, тренажер зал, стадион ĕçлеççĕ.
Кĕçĕн Патăрьелте те спорт комплексĕ пушă тăмасть. Тухтăр пулăшăвне шыраса аякка каймалла мар, ялсенче тĕслĕхлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçнă, районти тĕп больница паха медпулăшу парать.
Çапла, ялта ырлăхпа та пулăхпа пурăнма йăлтах пур. Ўркенмесен, икĕ алла пĕр ĕç тесе тăрмашсан укçи-тенки те çитсе пырать.
Инвестиции проекчĕсем тавра
– Иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче эсир район экономикин вăл вăхăтри шайне тата çỹлерех хăпартас тĕллевлине палăртнăчĕ. Унтанпа çулталăк иртсе пырать, ĕмĕтĕре пурнăçлама май килчĕ-и.
– Пĕчĕк предприятисем тата фермер хуçалăхĕсем те пĕр вырăнта лăпланса лармаççĕ. Вĕсем 295,1 миллион тенкĕлĕх 16 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртса хунă. 5 ентеш «Ĕçе пуçăнакан фермер» республика программине хутшăнса ĕç пуçлама 10 миллион тенкĕ ытла илчĕ. «Çемье ферми» республикăри программа шучĕпе 2 фермер пĕрле 20 миллион ытла тенке тивĕçрĕ. Кăçал пирĕн района çул-йĕр тума тата юсама 200 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çак кĕмĕл тăхăр ялта çул сармаçитĕ. Ялсемпе пĕрлех район центрĕнчи хăтлăх пирки те манмастпăр – Патăрьелте халъ 2 çухрăм тăршшĕ çул саратпăр.
Халăх пуçарулăхĕ пирки маларах та каларăм-ха. Вăл чăннипех те питĕ кирлĕ.Çынсем пуçарнă проектсене республикăри конкурса тăратма май пур, унта пăхса тухса лайăххисене укçан пулăшаççĕ. Пирĕн тăрăхрисен сĕнĕвĕ 22 миллион тенкĕпе танлашрĕ, вăл шутран çынсем уйăрма килĕшнĕ тупра виçи – 7 миллион тенкĕ. Сакăр ял тăрăхĕнчи пирĕн проектсене республикăра 9,1 миллион тенкĕлĕх ырларĕç. Çапла майпа Алманчă ял тăрăхĕ валли урамри спорт инвентарĕ туяннă, Турхан тата Тăрăн ял тăрăхĕсенче урамри çутта энергие перекетлекенни çине куçарăпăр, Нăрваш Шăхаль масарне хăтлăх кўме май килĕ, Ыхраçырми шкулне юсама та республикăран укçа килчĕ, Патăрьелти Кĕпе юханшывĕ çывăхĕнчи лаптăка илемлетĕпĕр, Шăнкăртамри Вахитов урамне юсăпăр. Çак ĕçсем 15,2 миллион тенке ларĕç, ытти 6,1 миллионне çынсем пухаççĕ. Ăçта мĕн чухлĕ нухрат янине нумай каласа кайма пулать. Кĕскен çакна кăна палăртам, кăçал 4 вĕренў учрежденине юсама 36 миллион тенкĕ уйăрнă, унсăр пуçне 7 миллион тенке яхăн – ача сачĕсене çĕнетме, Çĕньялта клуб юсанă, Кзыл-Чишмара культура çуртне юсасси малалла пырать.Палăртнинчен нумайăшĕ пурнăçа кĕрсен те эпир лăпланма шухăшламастпăр. Малашне те ума çĕнĕ тĕллев лартăпăр, ăна пурнăçлассишĕн çине тăрăпăр.
– Каллех хăвăр сăмахăра аса илем,«Патăрьел районĕнче тĕш -тырă, сĕт- какай туса илме вĕренсе çитрĕмĕр. Халĕ чĕртавара тирпейлесси пирки шухăшлатпăр»,-– тенĕччĕ эсир. Ку енĕпе тунă малтанхи утăмсемпе паллаштарсамăр.
– Ку тĕлĕшпе шухăшăм улшăнман, хамăр патра туса илнĕ продукцие хамăрăнах тирпейлемелле. Çапла шухăшлакансем халех пур. Ыхраçырминчи Решит Санзяпов фермера илер-ха. Вăл ĕне выльăх тытнипе çеç çырлахмасть, выльăх пусмалли цех та уçнă. Унăн çак пулăшăвĕпе уйрăм хушма хуçалăхсем те усă курма пултараççĕ. Паянхи куна пирĕн тăрăхра выльăх пусмалли цех улттă, çывăх вăхăтра тата тепĕр виççĕ уçасшăн. Решит
Санзяпов фермерăн аш-какай тирпейлекен цех та пур. «Али» кооператив та хăй туса илнĕ какая сĕнсе çўремест, вырăнтах тирпейлет. Шăхачри Александр Осипов фермер вара кăçал пахча çимĕç тирпейлекен цех хута ячĕ. Кашни муниципалитетра çĕнĕ объект уçмалли тĕллеве пирĕн ума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та лартнă, апла пулсан ку задачăна эпир пурнăçлама тивĕç.
Бюджет тата пуянланнă
– Хыснана пуянлатассине илсен 2017 çулăн пĕрремĕш çурринче ăна сирĕн район çулталăк каяллахи çав вăхăтринчен 2 миллион тенкĕ ỹстерме пултарнă. «Эпир укçа çинче утса çỹретпĕр», – тенĕччĕ те эсир. унччен регистрацилемен çурт-йĕрпе тата çĕрпе тивĕçлипе усă курма пуçланăн туйăнать… Е урăх меслет тупрăр-и.
– Чăн та, çĕршĕн аренда тўлевне пухассине кăçал чылай лайăхлатма май килчĕ. Муниципалитет çĕрĕпе кам мĕнле усă курнине, уншăн вăхăтра татăлнине тĕрĕслессине çирĕплетрĕмĕр. Унчченхи çулсенчи парăма шыраса илессипе те кăçал çине тăтăмăр
– Патăрьел районĕнче чăвашсемпе пĕрлех тутарсем те йышлă пурăнаççĕ. Никама кỹрентерес маар, çул уçса парас тесен мĕне тĕпе хума тивет?
– Нацисен хутшăнăвĕпе çыхăннă ыйту пирĕн нихăçан та сиксе тухман, ўлĕмрен те çапла пуласса шанатăп. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан, тĕрлĕ тĕне ĕненекен наци çыннисем килĕштерсе çума-çумăн пурăнаççĕ. Чăвашсем тутарла ăнланаççĕ, тутарсем чăвашсенчен кая мар пирĕн чĕлхене пĕлеççĕ.Садиксенче, шкулсенче пĕр ушкăнра тата класра вĕренеççĕ. Пĕве кĕрсен пĕр-пĕринпе çемье çавăраççĕ. Çав вăхăтрах пĕр-пĕрин йăли-йъркине хисеплеççĕ, сума сăваççĕ –шăпах çавăнпа туслă пурăнаççĕ те.
– Рудольф Васильевич, сирĕн талпăнулăхăр тапса тăни унчченхи калаçура та сисĕннĕччĕ. Халъ те çаплах. Çапах хальхи тĕп тĕллевĕр мĕн-ши.
– Паянхи саманара муниципалитет пĕрлешĕвĕн конкурентлăхне пур енлĕн ўстерсе пымалла. Çакă халăхăн пурнăç шайне лайăхлатма. бизнеса аталантарма. пахалăхлă социаллă пурнăçпа экономика инфратытăмне йĕркелеме пулăшĕ.
Ку тĕллеве эпир республика ертўçисемпе, саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаçăн мĕн пур органĕпе килĕштерсе ĕçлесен çеç пурнăçлайăпăр. Район аталанăвĕшĕн тата кашни çын ырлăхĕшĕн пĕрле талпăнсан çеç çитĕнў пулĕ.
/ Вера ЭВЕРККИ калаçнă/
ЭСИР ПĔЛНĔ-И?
-Патăрьел салине 1508 çулта йĕркеленĕ. Вăл Шупашкартан - 131 километрта, Чĕмпĕртен - 108 километрта. Канашран 56 километрта вырнаçнă.
-Патăрьел районĕпе федераци пĕлтерĕшлĕ «Çĕрп ỹ – Чĕмпĕр» А-151 автомагистраль иртет. Район территорийĕнчи унăн тăршшĕ – 18,6 километр
-Район лаптăкĕ – 94,4 пин гектар,/çав шутран 57 проценчĕ – ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем, 36 проценчĕ – вăрман фончĕн çĕрĕсемĕ
- Патăрьел тăрăхĕнче 35,2 пин çын пурăнать, вăл шутран 72 проценчĕ – чăваш, 25 проценчĕ – тутар. Районта çавăн пекех вырăссем, ирçе-мăкшăсем тата ытти халăх çыннисем тĕпленнĕ.
Источник: "Хыпар"