АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăксăррисене шанма пăрахмалла

08 сентября 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата Муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХри МУПпа çыхăннă ĕç-пуçпа кăсăкланнă. Ăшă энергийĕпе тивĕçтерекен организаци 80 миллион тенкĕлĕх парăма пула суда тавăçпа тухнă май çак управляющи организаци çỹп-çапа илсе тухайман иккен. Шупашкарти "Коммуналлă технологисем" ООО тĕлĕшпе те ỹпкев пулнă _ газшăн çак компани 1 миллиард тенкĕ ытла тỹлемен.

Муркаш районĕнче вара "Партнер-холдинг" компани çул тăвассипе çыхăннă ĕçсене тăсса янă. Унта палăртнă ĕçсен 12 процентне çеç пурнăçланă. Халь пĕртен пĕр шанчăк _ субподрядчиксенче.

Тепĕр компание çулшăн кăна мар, урăххишĕн те сăмах тивнĕ. Вăл та, "Энергосервис", Тăвай райĕнĕнче пĕлтĕрех хута ямалла пулнă çула туман _ "çынсем виççĕмĕш çул çулсăр пурăнаççĕ!" Çийĕнчен çак компани Комсомольски районĕнчи электричество подстанцийĕсене _ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене _ "хăй айне" тунă-мĕн. Çакăнпа çырлахман _ халь Канаш районĕнче те çак мелпех ĕçлет.

Михаил Игнатьев шанчăксăр компанисемпе çыхланма юраманни пирки тепĕр хут çирĕп асăрхаттарнă. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика