08 сентября 2017 г.
Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре терроризмпа кĕрешес ĕçре пурте пĕр шухăшлă пулнине анлăн палăртнă. Çак кун шăп та лăп 13 çул каялла террористсен ушкăнĕ Çурçĕр Осетири Бесланри пĕрремĕш шкула вăрă-хурахла тапăннă, 1127 çынна заложника илнĕ, нумай шкул ачи, педагог вилнĕ. Виçесĕр юн, куççуль, хуйхă...
Терроризмпа кĕрешес ĕçре пурте пĕр шухăшлă пулнине палăртса çулсеренех районти библиотекăсенче, шкулсенче çак темăпа калаçусем йĕркелеççĕ. Хальхинче те тĕл пулусенче терроризм этемлĕхшĕн хăрушă пулнине, унпа пĕрле кĕрешмеллине çивĕчлетнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)