АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă та илемлĕ пулччăр ялсем

08 сентября 2017 г.

 Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче РФ Президенчĕ В. Путин Кировра вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ларăвне ирттернĕ.

"Вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассипе ĕçлекен Канаш нефть, газ е ытти урăх япаласем пур вырăнсене алла илессипе вăй хумасть. Эпир хускатакан ыйтусем çăмăл, кун йĕркине кĕрекеннисем пек çеç туйăнаççĕ. Анчах вĕсене мĕнле татса пани Раççей халăхĕн пурнăç шайĕпе нумай çыхăннă. Тĕрĕссипе каласан, шăпах çакă та ĕнтĕ хăть хăш шайри влаçăн тĕп тĕллевĕ", _ тенĕ В. Путин.

Канаш членĕсем уйрăм çынсем пурнăçа лайăхлатассишĕн мĕн те пулин усăлли тăвассишĕн хăйсем тăрăшнине, пуçарупа тухнине пĕлтернĕ. Власть халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлни пысăк вырăн йышăннине асăннă.

Çĕршыв Ертỹçи çавăн пекех уйрăмах пĕчĕк хуласемпе ялсенче хăтлăх кĕртессипе тимлĕх ытларах уйăрмаллине каланă. Сăмах май, республикăра, районта шăпах çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Ял территорийĕсене аталантармалли программăпа Чăваш Енре 2015-2017 çулсенче 2 миллиард тенке яхăн хывнă. Кунта ялсенче çул сарни, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни, культура çурчĕсем, ФАПсем туни тата ытти те кĕрет. 2013-2016 çулсенче республикăра компактлă çурт-йĕр тăвассипе пилĕк проекта реализациленĕ, унта пирĕн районти Кĕçĕн Патăрьел тата Шăнкăртам хутшăннă.

2014-2016 çулсенче Чăваш Енре халăх пуçарнă 5 проекта хута янă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Шăнкăртамра Çамрăксен "Халăх туслăхĕ" паркĕ йĕркеленнĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев "Вырăнти пуçарусене тĕпе хурса Чăваш Республикин территоринче обществăлла инфраструктурăсене аталантармалли проектсене реализацилесси" Хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн 47 проекта пурнăçа кĕртме 33,3 млн тенкĕ тăкакламалла.

Район администрацийĕсем 85 проект тăратнă, унтан 84-шĕ конкурса кĕме юрăхлă пулнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи май уйăхĕнчи "Чăваш Республикин бюджетне муниципаллă районсен обществăлла инфраструктурине аталантарма вырăнти пуçарусенчен йĕркеленĕ проектсем валли 2017 çулта субсиди уйăрса парасси" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 47 проекта реализацилеме 33247,2 пин тенкĕ уйăрнă. Ял çыннисем, индивидуаллă предпринимательсем кирлĕ хисепе пухассишĕн хăйсем те хастар хутшăнаççĕ. Республикăра пурăнакансем, ял тăрăх пуçлăхĕсем ыйтнипе ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев халăх пуçарăвне реализацилеме тата 20 млн тенкĕ уйăрма йышăну кăларнă. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем черетлĕ сессинче çакна ырласа йышăннă.

Республика Правительстви ялсенчи пурнăçа лайăхлатассишĕн нумай тăрăшать. Кашни ял тăрăхĕ хастар ĕçлесен, халăхпа пĕр шухăшлă пулса проектсем хатĕрлесен малашне тата та хăтлăрах пулать. (Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика