08 сентября 2017 г.
Лайăх çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Ĕнерхи куна районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12946 гектар е мĕн пур лаптăкăн 75 процентне пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 30,2 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене пур хуçалăх та вырса пĕтернĕ.
Çĕр улми 81 гектар кăларнă, тухăç пĕр гектартан _ 227 центнер.
Кĕрхи культурăсене акма 4093 гектар (палăртнинчен 74 процент) çĕр хатĕрленĕ. Вăл шут- ран 1937 гектар е кирлинчен 32,5 процент (тулă _ 1887, ыраш _ 50 гектар) никĕсе хывнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)