08 сентября 2017 г.
Эпĕ 76 çула кайнă Аслă Арапуç чăвашĕ. Манăн ĕç стажĕ 53 çул. Умра, çумра мĕн лайăххи пурришĕн, район хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçласа пынишĕн, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх килĕштерсе пурăннишĕн, спорт вăййисенче çĕнтернишĕн тата ытти пулăмсемшĕн чунтан савăнатăп. Хама чунри хавхаланулăх малалла туртать, поэзи варкăшĕпе сывлаттарать, çĕнĕрен çĕнĕ сăвăсем çыртарать. Эпĕ хам Патăрьел район çынни пулнишĕн мăнаçланатăп.
Хамăрăн район, хамăрăн тавралăх,
Ачаран пĕлнĕ вырăнсем,
Мĕн чул илем те пархатарлăх,
Пире вăй-хал кỹреç вĕсем.
Çапла мар-и-ха?
Тăван тавралăх, Юхмапа Пăла тăрăх çыннисем _ сивĕ шывпа сапса сивĕтейми, вĕри шывпа пĕçертсе уйăрайми çывăх туссем пулса тăраççĕ. Шел, пуриншĕн те апла мар çав. Çунат сарма вăй-хăват парса çитĕннĕ çынсем çуралнă кĕтесĕн асамĕпе ырлăхне курайманнисене хĕрхенетĕп. Ку _ манăн шухăш. Малалла çак сăмахсене калас килет:
Пĕрне-пĕри çынсем юратăр,
Турра кĕл тăвăр мухтаса.
Кинсем вара ача çуратăр,
Чăваш ан кайтăр çухалса.
Тăван-пĕтен, пус-кил, ял йышăм,
Юратăр панă пурнăçа.
Пуян уй-хир, таса шыв-шуршăн
Пуç тайăрсамăр тухăçа.
Тăван тавралăха юратăр,
Юратăр хамăр района.
Кайса таçта тек çухалатăр,
Пĕр килĕшмест çакă мана.
Асаттесен кун-çул хĕлхемĕ
Ан сỹнтĕр пирĕн чĕрере.
Вĕсем хăварнă пил илемĕ
Парса тăрать вăй-хал пире.
Килĕшỹре илемлĕ пурнăç,
Ĕçченлĕхпе пурнăç пуян.
Юратура телей те тăнăç,
Этемлĕх тĕрекне туян.
Этем этемшĕн тăрăшар-и?
Пĕрне теприн пулăшмалла.
Çын тунине кăштах упрар-и?
Тĕнчен пиртен те юлмалла.
Чунпа, сумпа, кунпа районăм пурăн,
Тан таппи пек вăй-хал санра.
Кĕрле, сĕрле, ĕçре мухтавлă курăн,
Илем те кỹрĕн юрă-ташăра!
Я. СТЕПАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)