АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре упранать ĕмĕр йĕрĕ

08 сентября 2017 г.

Район юбилейĕн уяв программипе килĕшỹллĕн авăнăн 6-мĕшĕнче ирпе-ирех туристсем инçе çула тухрĕç. Маршрут тĕллевĕ пĕрре - "Паттăр йĕрĕпе" проектпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă музейсене çитсе курасси, краеведи кĕ-тесĕсенче упранакан район историйĕпе, вырăнсенчи паллă çынсемпе, ĕç хастарĕсемпе тĕплĕнрех паллашасси.

Çула тухакансем хушшинче район центрĕнче тĕрлĕрен организаци, учреждени _ МФЦн, каçхи шкулăн, агропромышленность техникумĕн, районти социаллă хỹтлĕх центрĕн, Россельхозбанкăн, район администрацийĕн централизациленĕ бухгалтерин, культура учрежденийĕсен...._ представителĕсем е ертỹçисем, тивĕçлĕ канăва тухнă уйрăм хастарсем те хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрлех район, республика шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсем те ĕçлерĕç.

Çулçỹрев Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнчен пуçланчĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла никĕсленĕ музей экспонатсемпе пуян. Паян кунта упранакан япаласен тĕп фончĕ 9000 ытла. Вĕсемпе В. Маллина музей директорĕпе Н. Румянцева экскурсовод тĕплĕн паллаштарчĕç.

"Паттăр йĕрĕпе" çула тухнисемшĕн Алманчăри халăх музейĕнче те курмалли, ăса илмелли, тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Çичĕ залта упранакан экспонатсене шыраса тупаканĕ, вĕсене тематика тĕлĕшĕнчен ушкăнласа вырнаçтараканĕ _ В. Васильев (йывăр тăпри çăмăл ултăр) учитель-краевед. Ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин, А. Павлова экскурсовод вĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, туристсемшĕн чылай кăсăклă хыпар пĕлтерчĕç. Чăнласах та çак халăх музейĕнче (çак ята 2005 çулта панă) Алманчăсен ĕмĕрсем каяллахи историйĕ упранать.

Курмалли, пахаламалли Турханти Алексей Кокель паллă ỹнерçĕ, Çĕньялта çуралса ỹснĕ тĕнчипе чапа тухнă поэтăмăр Геннадий Айхи ячĕпе уçнă музейсенче те чылай пулчĕ. В. Сер геевпа М. Мадюкова экскурсоводсем туристсене ентешĕмĕрсен пултарулăхĕпе, музейри экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Хаклав

И. ОСТРЯКОВ, педагог-ветеран, 86 çулта:

"Тăван районăмăр 90 çул тултарнă ятпа туристсемшĕн çакăн пек пуян маршрут хатĕрленĕшĕн çав тери савăнтăм. "Авангард" хаçатри пĕлтерĕве вуланă хыççăн манăн та "Паттăр йĕрĕпе" проекта хутшăнас кăмăл çуралчĕ. Тавах пуриншĕн те, çулçỹрев кăмăллă иртрĕ".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика