12 сентября 2017 г.
Иртнĕ эрнере, Юхмапа Пăла тăрăхĕ 90 çулхи юбилейне паллă тунă кунсенче, районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, çамрăк вулакансем, ытти хăнасем вулавăш çуралнă кунĕн-че савăннă. Çитĕнекен çамрăк ăрăва "чун апачĕ" парнелекен районти учреждени 65 çул тултарнă. Çак ятпа кунта уяв йĕркеленĕ. Сумлă мероприятие пуçтарăннисем ача-пăча библиотекин заведующийĕпе А. Иголкинапа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти К. Филиппов ертсе пынипе вулавăш историйĕпе, аталанăвĕпе, çитĕнĕвĕпе паллашнă, çамрăк вулакансен пултарулăхне пăхса савăннă. "Кунта ача чунне ăшă" электронлă презентаци шкул ачисемшĕн кĕнеке тĕнчи чăнласах та тĕнчекурăма аталантарма, хамăрăн культурăпа йăла-йĕркене тĕплĕн пĕлме, ăс пухса пысăк çын пулма пулăшакан пĕртен-пĕр "çăлкуç" пулнине çирĕплетнĕ. "Пурăн, вулавăш, малалла та!",_ пĕтĕмлетнĕ хăйсен шухăшне юлашкинчен юбилея хутшăннисем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)