12 сентября 2017 г.
Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче çурçĕр иртсе пĕр сехетре Шупашкарти ГЭСра кăлтăк сиксе тухнине кура, Чăваш Енри Улатăр, Пăрачкав, Канаш, Шăмăршă, Патăрьел, Каçал ен районĕсенче уйрăм хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче электричество пĕтсе ларнă. Çутăсăр пурĕ регионта 224 ял тăрăхĕ аптранă. Çакăн пекех йывăрлăха Татарстан Республикинчи 7 муниципалитет тӳснĕ. Тавар турттаракан поезд 11 минут хушши каяймасăр чарăнса ларнă тĕслĕхе те шута илнĕ. Инкеке çĕрле 01 сехет те 52 минутра пĕтĕмпех сирсе янă.
Çак лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп тĕрĕслеве илнĕ, хăй Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă пулин те, лару-тăрăва уçăмлатма ятарлă ведомствăсен ертӳçисене хушу панă.
Вăл хушу панипе Чăваш Енре оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Хальхи вăхăтра нимĕнле чăрмав та çук, пурте йĕркеллĕ, ыйту уçăмланнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)