12 сентября 2017 г.
Чăваш Енĕн транспорт министерстви кÿмепе çÿрекенсене турттарма икĕ автобус туянасшăн. Ун валли ведомство 13,18 миллион тенкĕ уйăрĕ.
Ятарлă транспортпа тивĕçтерекен организацие ятарлă конкурс ирттерсе палăртнă. М3 категориллĕ шутланакан транспортра лармалли вырăнсен шучĕ саккăртан кая пулмалла мар. Автобуссен тăршшĕ 10–12 метрпа танлашать.
Аукцион условийĕнче палăртнă тăрăх, транспорт икĕ уйăхра республикăна килмелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)