15 сентября 2017 г.
Календарьте мĕнле кăна уяв çук-ши? Вĕсене шутласа та, каласа та пĕтерейместĕн. Çулталăкри 365 кунтан пĕри те пушă мар-тăр. Акă, иртнĕ вырсарникун танкистсем хăйсен професси уявне мăнаçлăн паллă турĕç. Вĕсем хыççăнах, авăнăн 11-мĕшĕнче Раççейри сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен тата алкоголизмпа кĕрешекенсен ятарлă кунĕ пулчĕ. Паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ çак уява 1913 çултах паллă тума пикеннĕ-мĕн. Çак ятпа районти централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем "СТОП:алкоголь!" акци ирттернĕ, тĕлпулусенче çамрăксемпе, çул çитмен ачасемпе эрех-сăра, наркотик сиенĕ пирки калаçнă. Вăл кирек кама та нĕрсĕрлетет, ăсран улăштарать, çынлăхран кăларать.
Юлашкинчен Вероника Арланова ертсе пынипе районти культура ĕçченĕсемпе сывă пурнăç йĕркине пропагандăласа флешмоб йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)