15 сентября 2017 г.
Тулса çитсен витрери шыв та хĕрринчен тăкăнать. Тикешри аслă урамра пурăнакансем те хĕрỹ ĕççи пулнине пăхмасăрах хаçат редакцине ытахальтен çеç шăнкăравламарĕç. Урамра ирĕкре чупса çỹрекен йытăсем паян пĕрин чăх-чĕпне лăскаса тăкни, ыран теприн хур-кăвакалне сăтăр туни канăç памасть вĕсене. Ку ыйтăва вырăнти влаç патне те çитернĕ-мĕн, хальлĕхе улшăну çук. Хăш-пĕр çынсем 4 _ 5-шер анчăк та усраççĕ иккен. Калăн, вĕсем хĕл каçарма хатĕрлекен пăрусем! Кукăр хỹресем пĕри те кăкаркăчра мар, пурте çын çỹрекен вырăнта хĕвĕшеççĕ. Хуçасăр харампырсем кун пекех "пулăшсан" хĕл хырăмĕ валли аш-пăш та янтăлаймăн...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)