15 сентября 2017 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ 90 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Çапла пулмалла та ĕнтĕ, тăван районăмăр çакна тивĕçлех. Уяв кĕрекине хутшăннă хăнасем те кун çинчен пĕрре мар салам сăмахĕсенче асăнчĕç. Малтанлатса тăватă куна тăсăлакан программăна хăшĕ-пĕри тỹрремĕнех хирĕçленине те илтме тỹр килнĕччĕ, анчах праçник иртсе кайсан вĕсем те шухăшĕсене улăштарчĕç пулĕ тетĕп. Ара, пĕр каçра темĕнле тăрăшсан та çакăн чухлĕ асра юлмалли самантсем йĕркелейменни каламасăрах паллă ĕнтĕ: велочупу, уçă алăксен кунĕ,алă ăстисен, сăн ỹкерчĕксен куравĕсем, ветерансен тĕлпулăвĕ, "Паттăр çулĕпе" туристсен экскурсийĕ, истори тапхăрĕсен, "Ăрусен тĕлпулăвĕ" фестивалĕсем, çĕнĕ обьектсем хута яни... Уяв кĕрекинчен никама та манса хăварас мар тесе тăрăшни куç умĕнчех.
Шăпăрлансенчен пуçласа шур сухалсем таранах мероприятисене хутшăнма майсем туса панăшăн чи малтанах район администрацине тав сăмахĕ каламаллăх пурах. Çавăн пекех ял тăрăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе организаци-учрежденисем те айккинче юлмарĕç. Акă, "Авангард" хаçат редакцийĕ сумлă мероприятисене çутатнипе пĕрлех "Паттăр" ФСКпа пĕрле район халăхĕ валли çăмăл атлетсен эстафетине йĕркелерĕ, уяв мероприятийĕсен афишине пичетлеме пулăшрĕ, хăнасене хаçатпа тивĕçтерниниче те пирĕн тỹпе пур. Паллах, уяв мероприятийĕсене Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ ентешсем хастар хутшăнни те кăмăла çĕклет. Пирĕнпе пĕрле савăнăçа пайлама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов,Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Сергей Павловпа Валерий Павлов,Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçин пĕрремĕш çумĕ Николай Каргин, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, тĕн представителĕсем тата ытти сумлă хăнасем хутшăнни пирте тата пысăк мăнаçлăх туйăмĕсем çуратать, малашлăха шанчăклăн пăхма май парать.
А. КОЗЛОВ, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)