15 сентября 2017 г.
Авăнăн тăваттăмĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев кашни эрнере иртекен ĕçлĕ канашлура аграрисен умне çитĕннĕ тухăçа тăкаксăр пуçтарса кĕртесси пирки тĕллев лартнăччĕ. "Пухса кĕртмен пĕр гектар та юлмалла мар", _ тенĕччĕ вăл. Çу каçа тарпа шăварнă культурăсене хире тăратса хăварсан чăнах та намăс. Пирĕн асатте-асанне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, лашасем çукран вăкăрсем кỹлсе ĕçленĕ чухне те уйран тыр-пула пухса кĕртме май тупнă. Çĕр ĕçченĕ кĕлетсене тултарма тăрăшать-ха, анчах çанталăкĕ питех кунĕсене памасть.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсен 85 процентне çапса тĕшĕленĕ. Çывăх вăхăтрах, хĕвеллĕ кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса ку ĕçе вĕçлесшĕн, анчах йĕпе-сапа тăнăран тĕшĕсенче нỹр пысăкки кăштах тăхтама ыйтать. "Патăрьел беконĕ" филиалăн 140 гектарĕнче çитĕннĕ çурхисене Тутар Республикинчи "Авангард" пĕрлешĕвĕн кайăк-хурсем пек пĕрин хыççăн тепри пыракан 6 комбайнĕ кунсем ăмăр тăнине пăхмасăрах вырса пĕтерчĕç. Тырă типĕтекен агрегат пулни вĕсене нимрен те хăратмарĕ.
Районти "Батыревский" пĕрлешỹ пĕрчĕллĕ культурăсене кĕлете кĕртнисĕр пуçне çĕрулми те кăларма пуçăннă.
_ Техника ирхи 6 сехетре хире тухать те сĕм çĕрлечченех ĕçлет. Тымар çимĕçе хăвăртрах пухса кĕртес тетпĕр. Тухăç пĕр гектартан 240 центнерпа танлашать. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатма минераллă удобрени, чир-чĕртен фунгицид, çум курăкран гербицид сапнă пулсан та кăтарту хамăр ĕмĕтленнине çитеймерĕ. Нỹрлĕрех лаптăксенче пĕчĕкрех. Çĕрулмин вара йышĕ пур, _ тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Е. Сейфуллин. "Иккĕмĕш çăкăра" туянакансем Самарăран, ытти хуласенчен килсех тăраççĕ.
Пĕрлешỹре кĕрхи культурăсене 276 гектарта акса хăварма палăртнă. Тислĕк тăкнă хура пусăра 50 гектар никĕсе хывнă. Вăл шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ _ аякранах сип-симĕс курăнать. Шăйрăксем те çукпа пĕрех. Механизаторсем хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)