АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар вăрманçă

15 сентября 2017 г.

"Хуть мĕнле ĕçре те тăрăшулăх кирлĕ, вара çитĕнỹ те пулать, хăвна шаннă ĕç киленỹ те кỹрет",_ тет Çĕньялта пурăнакан В. Макаров иртнине аса илнĕ май.

Çичĕ теçетке хыçа хăварнă пулин те сывлăх енчен аптрамасть-ха Василий Филиппович. Çак çулсенче ăçта кăна тăрăшман вăл _ çавсем çинчен хавхаланса каласа парать.

Турханти вăтам шкул хыççăн 1965 çулта В. Макаров Канашри училищĕре водителе вĕренсе тухнă та тăван "Знамя" колхозра автомашинăпа çỹреме пуçланă. Хастар çамрăка хуçалăхри комсомол организацийĕн секретарĕн заместителĕ пулма суйлаççĕ. Ферма е пилорама таврашĕнче субботник - воскресник йĕркелесе çамрăксемпе нумай ĕç тунă ун чухне. Каçсерен ялти художество пултарулăх ушкăнĕнче пулнă.

1967-1969 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă, ашшĕ-амăшĕ патне çар командованийĕнчен тав çырăвĕ килнĕ. Сăмах май, унăн ашшĕ те - Филипп Дмитриевич _ колхоз ферминче нумай çул ĕçлесе, "Хисеплĕ колхозник" ята çĕнсе илнĕ.

Çартан таврăнсан çулталăк Канаш хулинчи автотранспорт предприятийĕнче диспетчер пулса ĕçленĕ. Анчах чунĕ ялаллах туртнă унăн - шăллĕ хулара тĕпленнĕ, килте виçĕ йăмăкĕпе пенси çулнелле çывхарнă ашшĕпе амăшĕ çеç. Хуçалăхра арçын алли кирлĕ.

1970 çулта ăна Çĕньялти культура çурчĕн директорĕ пулма шанаççĕ. Çав вăхăтрах комсомол организацине ертсе пырать, ирĕклĕ халăх дружинин командирĕ те вăлах. Василий Филиппович ертỹçĕре ĕçленĕ чух кунта çирĕп йĕрке пулнă: çамрăксем тĕрлĕ концерт-спектакле хатĕрленнĕ, ташланă, вăйăсем вылянă, ĕçкĕпе иртĕхмен, çĕмĕрсе-кăшкăрашса-çапăçса çỹремен. Директор йĕркене сăнасах тăнă. 1973-1976 çулсенче ăна "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăпа чысланă, районти культура ĕçченĕсем хушшинче "Чи лайăххи" ята тивĕçнĕрен виçĕ çул унăн сăнĕ районăн Хисеп хăми çинче пулнă. Василий Филипповича Чăваш Республикин культура министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

1976 çулта пурнăç кустăрми В. Макарова пачах урăх йĕрпе чуптарать: вăл Шăхачри йывăç япаласен комбинатĕнче мастер пулса ĕçлеме тытăнать. Çакăнтан ун пурнăçĕ пĕтĕмпех вăрманпа çыхăннă теме пулать. 1979 çулта производство начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Ун хыççăн 10 çул комбинат директорĕнче вăй хурать. 1993 çулта Василий Филипповича Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхне ĕçлеме куçараççĕ. Реорганизаци тунă май, 1994 çулта Патăрьел вăрман хуçалăх директорĕн заместителĕ пулма шанаççĕ, кунти профсоюз организацине 10 çул ытла ертсе пырать. 2007 çултанпа организаци Улатăрти вăрман хуçалăхне пăхăнать, ĕçĕ те, яваплăхĕ те ỹсет.

Нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн темиçе хутчен те Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене тата премисене тивĕçет В.Макаров. 2006 çулта Чăваш Республикин Вăрман хуçалăх агентствин Хисеп грамотипе наградăланă ăна. 2007 çулта вара "Раççей Федерацийĕн вăрман хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятпа чысланă.

Кирек ăçта та вăл пуçарулăхпа, тирпейлĕхпе, ĕçе йĕркелеме пĕлнипе палăрса тăнă. Ахаль рабочи е аслă должноçра вăй хунă - яланах пĕр йышри çынсемпе пĕр чĕлхе тупнă. "Миçе коллективра ĕçлерĕм - мана никам та усал каламан. Хамăн та нихçан та курайманлăх, тавăраслăх пулман. Çавăнпа юлташсем нумай. Юбилей ячĕпе тахçан-тахçан пĕрле ĕçленĕ туссем саламларĕç, ĕçĕм харама кайман пуль терĕм", _ савăнăçне пайларĕ хисеплĕ вăрманçă.

Пенси çулĕ çитсен те ĕçтешĕсенчен уйрăлмасăр чылай ĕçлерĕ-ха вăл. Тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть, вĕллесем нумай тытать. Хурчĕсем вара ĕçченсене юратаççĕ. Мăшăрĕпе - Мария Сергеевнăпа икĕ ывăл çитĕнтернĕ - иккĕшĕ те предприниматель. Ашшĕн тĕслĕхĕ те Андрейпа Олега хăйсен ĕçне йĕркелесе яма хавхалантарнă, паллах. Куншăн Макаровсем савăнаççĕ çеç. Чăн-чăн арçыннăн çурт хăпартмалла, йывăç лартмалла, ывăл ỹстермелле теççĕ. Василий Филиппович, апла пулсан, ваттисен çак халалне тивĕçлипех пурнăçланă _ çавăнпа вăл телейлĕ çын.

М. МАДЮКОВА, Çĕньял .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика