АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Наци кросĕ" хаваслă иртрĕ

19 сентября 2017 г.

Районта авăнăн 16-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ-2017" чупу иртрĕ. Çак кунхине хăйсем сывă пурнăç йĕркине ырланине 4 пине яхăн çын палăртрĕ.

Патăрьелĕнче Ленин площадĕ умне пухăннисене çак ятпа район администраци пуçлăхĕ Р.Селиванов, Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсен ертỹçисем Н.Ялуковпа К.Михеев, "Паттăр" ФСК директорĕ А.Моисеев саламларĕç. Шăп 12 сехетре учреждени, предприяти, организаци ертỹçисем VIP-чупăва тăчĕç. Кунта финиша чи малтан МФЦ директорĕпе Ю. Селивановăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, иккĕмĕшне _ туризма аталантарас енĕпе тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан П. Логуновăпа агротехникум директорĕн çумĕ В. Петров, виççĕмĕш вырăна Патăрьел ял тăрăх ертỹçи Н. Ялуков тата райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Федорова тухрĕç.

Çанталăкĕ хĕвеллĕ пулнăран чупу хаваслă иртрĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене ашшĕ- амăшĕ хавхалантарса тăчĕ, хăшĕ-пĕри ачисемпе пĕрлех чупрĕ. Чи çамрăк спортсмен 3 çулти Кирилл Крымов пулчĕ. Вăл та номерсем çакса ярсах аслисем хыççăн ыткăнчĕ.1-2 класра вĕренекенсен хушшинче пĕрремĕш вырăна К. Назаровăпа А. Белинов, 3-4 класра вĕренекенсен хушшинче О. Мефодьевăпа А. Семенов, 8-9 классен хушшинче пĕрремĕш вырăна П. Хураськинăпа Ф. Муськин тухрĕç. 10-11 классен хушшинче О. Пайминапа Н. Дергунов çĕнтерчĕç. Хĕрарăмсемпе арçынсен хушшинче вара пĕрремĕш вăтам шкулти А. Владимиров, районти социалла хỹт- лĕх пайĕн ĕçченĕ Е. Кудряшова тата районти тĕп больницăри З. Юмаева мала тухрĕç. Ветерансенчен чупура агротехникум ĕçченĕ Ю. Вуколов пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем дипломсемлĕ тата парнесемлĕ пулчĕç. Çак кун районти ытти ял тăрăхĕсенче те "Наци кросĕ" иртрĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Х х х

Нăрваш Шăхаль.

Ял тăрăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ _ 2017" массăллă чупу пысăк хастарлăхпа иртсе кайнă. Сывă пурнăç йĕркине хапăллакансене ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕ Т. Калашникова саламланă, пурне те кăмăллă старт тата ăнăçлă финиш суннă.

Чупăва хутшăннисем яланхиллех тĕрлĕ ушкăнпа ăмăртнă. Леня Михайловпа Николай Афанасьев _ спортсменсенчен чи çамрăкки тата чи асли.

Алманчă.

Ăшă та хĕвеллĕ çанталăк Раççейĕпе пĕр харăс старт илекенсене пысăк хавхалану çеç кỹнĕ. Кроса хутшăнакансене ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитинпа шкул директорĕ М. Горбунова саламланă хыççăн спортсменсем пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ ушкăнпа старта тăнă. Çивĕч тупăшура пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма Д. Павлова, А. Каруев, Д. Павлов, Н. Лукиянова, Д. Стихов, З. Зиннурова тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене пурне те дипломсемпе саламланă.

Сăкăт.

Пĕтĕм Раççейри спорт уявне ял çыннисем яланах пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. Хальхинче те ватти те, вĕтти те 12 сехет тĕлне шкул стадионне пуçтарăннă. Чупу кăсăклă та çивĕч кĕрешỹре те иртнĕ. Ăмăртăва "Çăлкуç" ача садне çỹрекен чи пĕчĕк спортсменсем уçнă. Г. Волков, Д. Мтин, Я. Анюрова финиша чи малтан çитнĕ. Уява хутшăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Чернов, Сăкăтри вăтам шкул директорĕ А. Падусев, "Çăлкуç" ача сачĕн ертỹçи Н. Нртина саламланă, малашне те спортпа туслă, общество пурнăçĕнче хастар пулма ырă суннă.

Ыхра Çырми.

Раççейре вун тăваттăмĕш хут иртекен наци кросне Ыхра Çырминчи уçланкăра йĕркеленĕ. Акцие хутшăнакансене ял тăрăх пуçлăхĕ Ф. Алиуллов, Ыхра Çырминчи вăтам шкул директорĕ М. Сайдашев, ял старости Р. Даутов, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Р. Гайфин тата ыттисем те саламланă, лайăх кăтарту суннă.

Старта чăн малтан кĕçĕн класра вĕренекенсем тăнă. Вĕсем хыççăн ытти шкул ачисем, ял тăрăх ĕçченĕсем, вĕрентекенсем чупнă. Тĕрлĕ ушкăнра финиша чăн малтан çитнĕ спортсменсене Хисеп грамотисем парса саламланă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика