22 сентября 2017 г.
Çак кунсенче Чăваш Енти Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа районти ял библиотекисенче "Çемьепе кĕнеке вуласси" республикăри акцие хутшăнса тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. Вĕсене ытларах вулавăшăн яланхи хăнисем, кĕнеке тусĕсем хастар хутшăнаççĕ. Акă, Тутар Тимешĕнче Г. Рах- матуллина библиотекарь çак ятпа "Атте, анне, эпĕ _ кĕнеке тусĕ" курав йĕркеленĕ, акцие хастар хутшăннă Рахматуллинсен, Салиевсен, Амерхановсен туслă çемйисемпе халăх культури, йăла-йĕрки пирки калаçу ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене хăйсем çамрăк чухне вуланă кĕнекесем пирки каласа панă, "чун апачĕн" çамрăк тусĕсем вара аслисен умĕнче парăмра юлман, сăвăсем вуласа савăнтарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)