АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕнчен

22 сентября 2017 г.

Вĕçĕ. Пуçл. 53, 55, 56, 58, 59, 61-64, 71-мĕш номĕрсенче

1962 çулхи пуш уйăхĕнче парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕнче ĕçлекен Петр Тимофеевич Тимофеева çак ĕçрен хăтарса Патăрьел территориллĕ колхозпа совхозсен ял хуçалăхпа ертсе пыракан Управленин КПСС обкомĕн парторгĕ пулма çирĕплетеççĕ. Патăрьел парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕ пулма Макаров Илья Николаевича суйлаççĕ (энциклопединче 132 стр.). Пĕрлештерсе пысăклатнă райĕçтăвком председателĕнче Тенюков Ванифатий Кириллович (энциклопединче 231 стр.) ĕçлеме тытăнать. Анчах та  часах çулсем çук, транспорт çителĕклĕ мар тапхăрта çак схемăпа территорисене пысăклатса йĕркеленĕ промышленнăй тата ялхуçалăх районĕсем уйрăммăн йĕркелени пурнăçра кирлĕ пек усă парайманнине, пурнăçра тивĕçлĕ  мар пулнине пурнăç хăй  кăтартса пачĕ.

РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1964 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче облаçсемпе крайсенче совет органĕсене ĕлĕкхилле йĕркелемелле тесе указ кăларать. Чăваш Республикишĕн ку указ промышленнăй тата ялхуçалăх районĕсене пĕтермелле тенипе танлашнă. Çавна пула ЧАССР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1965 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче республикăри районсене промышленнăй тата ялхуçалăх районĕсем çине уйăрнине пăрахăçлать, ĕлĕкхилле пĕрлехи районсем тума йышăнатъ. Çак указа РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ тепĕр кунах хăйĕн указĕпе çирĕплетет. Кашни указ çинчен уйрăмăн чарăнса тăмасăр çакна çеç калар: çĕнĕ йĕрке тăрăх малтанласа 17 пĕрлехи районсем йĕркелеççĕ. Патăрьел райĕçтăвком председателĕ пулма Г.И. Савинова суйлаççĕ,    Патăрьел КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма Патăрьелĕнчи «Путь Ленина» пĕрлештерсе пысăклатнă колхоз председателĕнче ĕçлекен Тимошев Валериан Семеновича (энциклопединче 234 стр.) суйлаççĕ.

ЧАССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1965 çулхи кăрлачăн  28-мĕшĕнчи указĕпе малтан пăхнă 17 район çумне тепĕр район хутшăнать: Патăрьелĕнчен уйăрса Шăмăршă районне туса хураççĕ. Çак района туса хунине  РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ кăрлачăн 29-мĕшĕнчех çирĕплетет. Шăмăршă райĕçтăвком председателĕ пулма Патăрьелĕнчен Г.И.Савинова куçараççĕ. Патăрьел райĕçтăвком председателĕнче вара В.К.Тенюков ĕçлеме тытăнать.

Çапла пирĕн  районсем ĕлĕкхи пекех йĕркеленсе каяççĕ. Пирĕн таврари  районсем, вĕсен чиккисем пĕтĕмĕшле илсен паян кунчченех упранаççĕ.

Районсем «перестройка» тата «çĕнĕ демократи» тапхăрĕнче

ХХ ĕмĕр вĕçĕнче, СССР-па Михаил Сергеевич Горбачев ертсе пыма тытăнсан, çĕршывра «Перестройка» текен тапхăр пуçланса кайрĕ.

Патăрьел райĕçтăвком председателĕсем пулса  Советсене пĕтерсе администраци çине куçиччен  Тенюков В. К. хыççăн Мужиков Петр Иванович (энциклопединче 146 стр.),  Нягин Илья Владимирович (160 стр.), Абдулкин Владимир Александрович (энциклопедин 2 томĕнче 8 стр.) тата Самакин Анатолий Дмитриевич ( энциклопедире 197 стр.) ĕçлерĕç.

1980 çулсен вĕçĕнче ертсе пыракан органсен суйлавĕсене кашни вырăна темиçе кандидат тăратса суйлама пикенчĕç. Кун  пек суйлавсем, паллах, тахçанах кирлĕ пулнă-ха. Анчах ку ĕçе никам йĕркелесе ертсе,  тĕрĕслесе пыманнине пула, хăш-пĕр суйланă органсене унта пулма тивĕçлех мар, =ынсем леккелерĕç. Ку тапхăр çĕршывпа, районпа, ялсемпе ертсе пырас лайăх меслетсем шыранă тапхăр пулчĕ. Ун хыççăн Советсене, ял советсем таранах икĕ орган - уйрăмăн Советсен тата ĕç тăвакан комитетсем туса пăхрĕç. Пур çĕрте те икшер уйрăм председательсем – Советсен тата  ĕç тăвакан комитететсен председателĕсем пулса тăчĕç. Пирĕн районта Совет председателĕ Самакин Анатолий Дмитриевич, ĕç тăвакан комитет председателĕ Василий Дмитриевич Петров (энциклопединче 172 стр.)  ĕçлерĕç. Малалла Советсене пĕтерсе администраци çине куçрĕç. Администрацисен пуçĕнче тахçан авалхи пек - главасем.

Пирĕн районти пĕрремĕш глава  Василий Дмитриевич Петров  пулнё.

1996 çулта Петров В. Д. главара ĕçлеме пăрахсан кĕске вăхăт хушши Республика Президенчĕн  указĕпе район пуçлăхне Бабаев Анатолий Алексеевич  (энциклопедин 2 томĕнче  29 стр.) ĕçлет.

1996 - 2000 çулсенче, дефолт пулнипе чи йывăр çулсенче -- Селиванов Николай Васильевич (энциклопедире 203 стр.), 2001 – 2002 – çулсенче  - Хитров   Алексей Григорьевич ( энциклопединче 255 стр) ĕçлеççĕ.

2002 çулта А. Хитров ку ĕçрен пăрăнсан, Республика Президенчĕ сĕннипе, районти депутатсен пухăвĕ район хăйтытăмлăх пуçлёхне Глухов Николай Ивановича суйлать (энциклопединче 59 стр.). Тепĕр созывра Н.И.Глухова район  главине   пĕтĕмĕшле йĕркепех суйланă. Çак çулсенче районти ялсене газ кĕртес, çĕнĕрен афальт  çулсем сарас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.

2007 çултан  района ертсе пырас йĕркере каллех улшăнусем кĕртеççĕ. Хальхинче районăн хăйтытăмлăхĕнче район пуçлăхне тата район администраци пуçлăхне  суйлаççĕ. Район пуçлăхĕ пулма суйланнă район депутачĕсен пухăвĕн йышĕнчен депутатсем «Малалла» ял хуçалăх председателĕ пулса ĕçлекен Михаил Владимирович Петрова  (энциклопединче 173 стр.) суйлаççĕ. Район администраци пуçлăхĕ, йĕрке тăрăх, депутат пулмалла мар.

Район администраци пуçлăхĕ  пулма районти депутатсен пухăвĕ Николай Иванович Глухова çирĕплетет. Ку ĕçре Н. И. Глухов 2016 çулхи кĕркунне пулса иртнĕ суйлавчченех, 14 çул ĕçлет.

Иван  Ильин

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика