22 сентября 2017 г.
Кăçалхи сакăр уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пирĕн район территорийĕнчи çул-йĕр çинче пулнă аварисен шучĕ 4,3 процент ỹснĕ. Пĕлтĕр çак сăлтавпа инспекторсем 23 протокол çырнă, кăçал _ 24. Шел пулин те вĕсенче 3 çын вилнĕ, 33-шĕ аманнă. Çул çинчи пăтăрмаха çакланакансем хушшинче çул çитмен ачасем те пулни пушшех пăшăрхантарать. Мĕнлерех лару-тăрура тата мĕнле сăлтавсемпе вĕсем аварие çакланнă-ха? Çак тата çул çинчи çирĕп йĕркепе çыхăннă ытти ыйтусемпе кăсăкланса хаçат сотрудникĕ çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн административлă законодательствăна пурнăçа кĕртес ыйтупа тимлекен инспекторĕпе А. Каргинапа (ỹкерчĕкре) курса калаçнă.
_ Алевтина Валерьяновна, юлашки çулсенче район центрĕнче те автомашинăсен куçăмĕ нумайлансах пырать. Кирек мĕнле каласан та çакă çул-йĕр инспекторĕсен ĕçне кăткăслатакан пулăм темелле. Аварисен шучĕ те, çул çинче йĕркене пăхăнманнисен йышĕ те ỹсет. Чи хăрушши _ аслисем хушшинче çул çитмен ачасем те пулни. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх ку таранччен сирĕн уйрăмра вĕсемпе çыхăннă аварисене те шута илнĕ.
_ Авари вăл хăй пĕр пысăк хуйхă. Енчен те инкеке çул çитмен ача та хутшăннă пулсан, тепĕр хуйхă. Кăçалхи сакăр уйăхра та гаишниксем çак сăлтавпа пилĕк протокол çырнă. Вĕсенчен виççĕшĕ 16 çул тултарайман, иккĕшĕ кăштах аслăрах.
_ Çакнашкал йăнăшсене урăх тăвас мар тесе хăш-пĕр тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр-ха?
_ Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă кунсенче çеç Патăрьелĕнче чутах пысăк инкек пулса тухман. Кĕçĕн класс ачи палăртман вырăнтан çул урлă каçма хăтланнă, водитель ăна те асăрхаман, те палăртман вырăнтан каçать тесе шутламан... Юрать-ха унпа хăрушă инкек пулман, больницăран чиперех сипленсе тухнă. Сăмах май каласан, çак аварие "Асăрханăр: ачасем!" операци тапхăрĕнчех регистрациленĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче велосипедпа пыракан тепĕр ача çине те автмашина хуçи кĕрсе кайнă. Çакă вара аслисем шăпăрлана сăнаса, пăхса тăманран, ăна çул çине кăларса янăран пулнă.
Тепĕр тĕслĕх. Çу уйăхĕнче Патăрьелпе Шăнкăртам çулĕсем хĕресленнĕ вырăнта икĕ çăмăл автомашина пырса çапăннă. Пĕринче шăпах çул çитмен икĕ ача ларнă. Телее, вĕсем суранланнă çеç...
_ Нумай пулмасть район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссинче çул çитмен ача руль умне ларса пакунлисен аллине çакланнине пăхса тухнăччĕ. Алевтина Валерьяновна, кун пек чухне те ачасене, ашшĕ- амăшне саккунĕ пуçранах шăлмасть пуль?
_Тĕрĕсех. Ун пек чухне ашшĕ-амăшĕн самай расхутланма тивет. Çул çитмен ачи пĕлсе тăрса административлă кодекса пăхăнманшăн 30 пин кăларса хума тивет. Унсăр пуçне руль умне лараканăн та водитель удостоверенийĕсĕр теветкеленсе çула тухнăшăн 5-15 пин тỹлемелле.
_ Çул çинчи синкерлĕ инкексен сăлтавĕсенчен пĕри _ çынсем хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманни. Штрафĕ, паллах, хăратмасть _ 1 пин тенкĕ çеç, анчах яваплăхĕ, хăрушлăхĕ пысăк. Ун пеккисем те тĕл пулаççĕ-и?
_ Тĕл пулаççĕ çеç мар, нумай ун пек тĕслĕхсем. Сакăр уйăхра пирĕн инспекторсен аллине çакланнă 424 водителе шăпах çак сăлтавпа чарнă. Теветкеленни яланах пархатарлă пулса тухмасть. Çул-йĕр правилине пурте пăхăнса çỹресен çеç авари те пулмĕ. А. ЕГОРОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)