29 сентября 2017 г.
Каçал тăрăхĕнчи Хирти Шăхальтен качча килнĕ чиперккене Ишексем тăруках пурте килĕштерсе пăрахнă. Ĕçчен те тирпейлĕ, сăпайлă та тарават кине пăянамăшĕпе пăятамăшĕ хăйсен хĕрĕ пекех йышăннă. Ирхине кĕтỹ хăвалама кăларнă чухне вĕсем кинне куç ỹкесрен Турă шыв сапнине те пĕрре мар каласа панă 104 çула капашакан Дарья Михайловна Калинникова. Анчах шел, вăхăт хăйĕннех тăвать. Çамрăк чухне чылай каччă чĕрине çунтарнă Тарук аппан пит-куçне ĕмĕр тăрăшшĕпе ылтăн сăпкара сиктермен пурнăç йĕр хыççăн йĕр тунă. Пĕр ĕмĕр урлă каçнă хĕрарăмăн хăрах куçĕ те типнĕ, хăлхи те мăкалнă, алли-ури те тукмакланнă, çăварĕнче пĕр шăлĕ те юлман... Апла пулин те ăспа-тăнпа, тирпейлĕ пурăнать-ха кинемей. Ватă çын хăйне хисеплекен тăванĕсемпе мăнукĕсене, кỹршĕ-аршине çеç мар, вĕсем патне ырă кăмăлпа килекен кашнинех хăйĕн пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пил парать. Тарук аппан хытса куштăрканă алли манăн пуçа сĕртĕнни те вăй-хăват панăнах туйăнчĕ...
Паян Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Д. Калинникова ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, салтак арăмĕ пирки нумай ăшă сăмах каласа ун умĕнче пуç таймалла. Саккăрăн сак тулли ỹснĕ вĕсем. Хĕрача 13-14 çултах ĕçе кỹлĕннĕ. Вăкăрпа суха та тунă, арçынпа тан вăрман кăларнă, çул сарнă, колхозра тĕрлĕ ĕçре ырми-канми тăрăшнă. Çемьеллĕ пурнăçĕ те çăмăлах пулман Тарук аппан. Мăшăрĕ _ Арсентий Андреевич _ салтака кайнă чухне вăл алăри ачапа тăрса юлнă. Хĕсметрен ăна тỹрех вăрçа илсе кайнă. Каярахпа хăйĕн çемйи йĕркеленнĕ. Çапах вăл мăшăрĕпе икĕ хĕрне пăрахман. "Аннен ырă кăмăлĕпе сăпайлăхĕнчен паянхи кун та тĕлĕнетĕп. Атте çĕнĕ мăшăрпа пирĕн пата килсен те вĕсемпе вăрçăнмарĕ, пĕр уйăх хăнасене пăхрĕ, пурăнтарчĕ",_ калаçăва хутшăнчĕ амăшне паянхи кун пĕчĕк пепке пек юратса пăхакан хĕрĕ Елена Арсентьевна. Тарук аппа хĕрне çеç мар, юратнă кĕрĕвне _ Николай Петровича та _ ывăл пекех кăмăллать. Туслă та килĕшỹллĕ çемьере Дарья Михайловна ачисене, мăнукĕсене тата ытларах савăнтарса пурăнтăр тесе тăрăшаççĕ.
Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр ĕмĕр урлă каçнă пилĕк çын пурăнать: Тутар Сăкăтĕнчи Н. Азизова, Пăлакассинчи П. Суркова, Сителти В. Саватеева, Первомайскинчи А. Петрова тата Ишекри Д. Калинникова.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)