29 сентября 2017 г.
Çанталăк улшăннă вăхăтра районти сиплев учрежденийĕсене çынсем ытларах шăнса пăсăлнипе пыраççĕ. Сывлăш урлă тепĕр çынна ерекен чир сире ан çулăхтăр тесен çулсеренех организма профилактика тумалла, вакцина яртармалла. Чылайăшĕ çапла тăваççĕ те. Акă, 2017 _ 2018 çулсенчи эпидсезон вăхă- тĕнче районти 7060 çынна грипран прививка тунă. Вĕсенчен 63 проценчĕ шкул çулне çитмен ачасем, 43-шĕ шкул ачисем, 77-шĕ медицина, 62-шĕ вĕрентỹ учрежденийĕн работникĕсем, 35-шĕ вара 60 çултан иртнĕ çынсем.
Кирек мĕнле чиртен те сипленме мар, асăрханма çăмăлтарах. Çавăнпа та ачасен те, аслисен те грипран профилактика вакцинине тутарни вируса парăнтарма çеç пулăшĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)