03 октября 2017 г.
Чăваш Енĕн информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, чăвашла çырнă кĕнекен ал çырăвĕсен конкурс комиссийĕ çыракансене тĕрлĕ номинаципе хакланă. Çĕнтерỹçĕсем хушшинче пирĕн ентешĕн, Кивĕ Ах- пỹртре çуралса ỹснĕ Марина Карягинăн, ячĕ те пур. Творчествăри пултарулăхĕпе Раççейĕпе палăртнă поэта тата писателе, талантлă журналиста, кинофильмсен режиссерĕпе сценаристне хальхинче вăтам классенче вĕренекен ачасем валли çырнă "Çăкăрпа сахăр" хайлавĕшĕн 75 пин тенкĕ грант панă. Тỹресен "али" витĕр тухма çăмăлах пулман. Комисси членĕсем чăн малтан авторăн чĕлхине хак панă, хайлавăн стильне, композицине танлаштарнă, произведенинчи воспитани сĕмне шыранă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен мĕнле калăпланине пахаланă... Савăнмалăх пур: ентешĕмĕрĕн черетлĕ çитĕнĕвĕ сăмах ăстишĕн тата ытларах хавхаланса ĕçлемелли сăлтав çеç пулĕ. Малашне те пысăк ăнăçу сана, Марина!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)