03 октября 2017 г.
Шăнкăртамри экономика форумĕ вăхăтĕнче Шăнкăртамри пĕрремĕш шкулта вĕрентỹ тата воспитани енĕпе "Пултарулăха çуралсанах аталантарасси" секци ĕçлерĕ. Семинара Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. Андреев, Социаллă палата председателĕ А. Андреев, Общество палатин Председателĕ А. Судленков, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ И. Рубцова, пĕлỹ çурчĕсен ертỹçисемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. "Ачана воситани парас аксиома: çуралнинчен пуçласа 5 тултариччен" темăпа Мускав Политехĕн Шупашкарти институчĕн профессорĕ О. Волков тĕп доклад тунă.
Ачана тĕрĕс пăхса ỹстерни кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни, çавна май пĕчĕк çын çут тĕнчене киличченех çак ĕçе пуçăнмаллине каласа панă.
Шăнкăртамри пĕрремĕш шкул педагогĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, вĕренекенсен пурнăçĕ, çитĕнĕвĕсем пирки пĕлỹ çурчĕн директорĕ Г. Абейдуллова чарăнса тăнă.
Тăванлăх туйăмне ачасенче вăратасси, ăна упрама вĕрентесси çинчен Г. Белгалис поэтесса сăмах илнĕ.
Семинарта çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти "Журавлики" ача садĕнче вăй хуракан А. Иванов, Тутар Сăкăтĕнчи Г. Сабитова шкул директорĕ тухса калаçнă, хăйсен ĕçĕсен опычĕсемпе паллаштарнă.
О. Волков Шăнкăртамри экономика форумĕ вăхăтĕнче çулленех çитĕнекен ăрăва воспитани парас, аталантарас тата вĕрентес темăсемпе "çавра сĕтел" йĕркелемеллине каланă. Унăн шухăшне пурте ырласа йышăннă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)