03 октября 2017 г.
Аслă ăру çыннисен кунне халалласа Патăрьелĕнчи тĕп больницăра "Тухтăрпа уçăлса çỹресси" ятпа мероприяти йĕркеленĕ. Малтанласа А. Иванова врач-терапевт пуçтарăннисемпе шăм-шака хускатма тĕрлĕ упражненисем тутарнă, кайран В. Емильев тухтăрпа пĕрле уçăлса çỹреме тухнă. Уçă сывлăшра мероприятие пухăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илме пултарнă.
КИВĔ КАТЕКРИ культура çуртĕнче Ваттисен кунне анлăн паллă турĕç. Чи малтанах аслă çултисене Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ А. Майрушкин саламларĕ, парнесем парса чысларĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина та ăшă сăмахсем каларĕ. "Самана" ушкăн пухăннисене юрăсемпе савăнтарчĕ. Уйрăмах В. Раштав çырнă сăвăсемпе хайланисем нумайăшĕн кăмăлне кайрĕç.
Аслă çултисем чылайчченех клубра пулчĕç: çамрăклăхĕсене аса илчĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланчĕç, юрăсем юрларĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.
АЛМАНЧĂ ял тăрăхĕнче пурăнакан аслă çултисемшĕн Ваттисен кунĕ нумайлăха асра юлĕ. Ял администрацийĕ маларахах уява чĕнсе тивĕçлĕ канăва тухнă кашни çын патне культура çуртне пыма йыхрав çитерчĕ.
Мероприяти ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин саламланинчен пуçланчĕ. Культура çурчĕн ертỹçи Н. Ни- китина йĕркеленипе Алманчăри тĕп шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне хисеплесе юрăсем шăрантарчĕç.
ШĂНКĂРТАМ ял тăрăхĕнче Ваттисен кунне уявлама йышлăн пухăннă. Мероприятие ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов саламланипе пуçланă. Пухăннисене Э. Феизов ячĕллĕ шкулта пĕлỹ пухакансемпе культура çуртĕнче тăрăшакан М. Якушева юрă-ташăпа саламланă. Аслă çултисем те çамрăк чухнехи юрăсене купăспа шăрантарнă.
Сывлăх енчен хавшакраххисене те ял тăрăхĕн-че тимлĕхсĕр хăварман: вĕсене килĕсене кайса саламланă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)