06 октября 2017 г.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, тăхăр уйăхра районти "01" служба ĕçченĕсен 29 хутчен вутпа куçа-куçăн тăма тивнĕ. Пушарта пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă, иккĕшĕ суранланнă.
Инкекĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: вутпа асăрханусăр пулни, электрооборудованпе усă курнă чухне асăрханманни, ачасем шăрпăкпа ашкăнни... Сăнанă тăрăх, ытларах чухне йăнăшсемшĕн кил хуçисенех чавсине "çыртма" тивет. Çав вăхăтрах çулталăк пуçланнăранпа районта шута илнĕ пушарсенчен иккĕшĕ вут тĕртнипе çыхăннă. Çакă вара шухăшлаттарать. Курайманлăха, кĕвĕçỹлĕхе мĕншĕн усалпа тавăрмалла-ха? Турă чулпа перекене те çăкăр татăкĕпе тавăрма хушнă-çке...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)