АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н. Глухов: «Акман çĕрсем хăвармастпăр тесе шантарсах калама пултаратăп»

29 марта 2008 г.

Н. Глухов: «Акман çĕрсем хăвармастпăр тесе шантарсах калама пултаратăп»

А.КОЗЛОВ калаçнă

Авалтанпах çĕре анне сăнарĕпе танлаштараççĕ. Вăл пире çулран çул хăйĕн пуянлăхĕпе тĕлĕнтерет, вăй-хăват парать, тăрантарать. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче çĕр ыйтăвне питĕ çивĕч хускатрĕ. “Хура çĕр – анне кăкăрĕ вăл” тенĕ ваттисем, – палăртрĕ Николай Федоров. Паян усă курман 75 пин гектар ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртмеллине çирĕплетсех каларĕ Президент. Пирĕн корреспондент районта ку енĕпе ĕçсем мĕнлереххипе кăсăкланса район пуçлăхĕпе Н.Глуховпа тĕл пулчĕ.

– Чăнах та, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çĕр ыйтăвне хускатни питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Çавăн пекех тата Президент ку ыйтăва пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ район-хула пуçлăхĕсен канашĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен Канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче тата та çивĕчлетрĕ.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртнине пур çын та ырласа йышăнма тивĕç. Уйсем çум курăкпа мар, тыр-пулпа кашласа ларсан пирĕн сĕтел те тулăхрах, малашлăх та уçăмлă пуласси куç кĕретех.

– Николай Иванович, республикăра 75 пин гектар çĕр “уçман çереме” çаврăннă пулсан, районта мĕнлерех;

– Паянхи кун пирĕн сухалакан çĕр 48710 гектарпа танлашать. Республикăра туса илекен тĕш тырăн 10 процентне, çĕр улмин 20 процентне, сахăр кăшманăнне çурри яхăнах эпир çитĕнтеретпĕр. Чăнах та, пытармастăп, сухаласа акайми пулнă хуçалăхсем пирĕн патра та çук мар. Хыт-хура ÿсекен çĕр лаптăкĕ пысăк районсене Президент ятранах асăнчĕ. Пирĕн пите хĕретме тивмерĕ: эпир вĕсен йышĕнче мар. Анчах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест.

– Юхăннă хуçалăхсен çĕрĕпе мĕнлерех усă куратăр;

– Чи малтанах арендăна панине асăнмалла. “Малалла”, Ленин ячĕллĕ, “Труд”, “Исток”, “Красное знамя”, “Звезда” тата ытти хăш-пĕр хуçалăх вĕсене алă тăсрĕ, темиçе çул сухаламан çĕрсене ĕçе кĕртрĕç. Тата уйрăм çынсем те çĕр илсе уйрăлса тухнисем чылай. Акă, халĕ те документсемпе çÿрекенсем йышлă.

– Чăваш Республикин Пурлăх министерстви кăтартăвĕсем тăрăх 1 гектар çĕр кадастр хакĕ 13, 9 пин тенкĕпе танлашать. Районта – 24, 4 пин тенкĕ. Ку кăтарту Чăваш Енре те чи пысăкки...

– Çапла, Патăрьел тăрăхĕ чăннипех те вырăнĕпе мухтанма пултарать: ытларах пайĕ – хура тăпра. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем: “Хура тăпра ырлăхĕ – хура халăх пурлăхĕ”, – тенĕ. Паллах, мулĕ вăй хумасăр, тăрăшмасăр пулмасть. Юхмапа Пăла ен çыннисем вара ку енĕпе пуçарулăх кăтартаççĕ. Акă, çакна килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе çăмăллăхлă кредит илекенсен йышĕ ÿсни те çи-рĕплетет. Вăл пурнăçа кĕме тытăннăранпа мĕн пур хуçалăхсен 20, 4 проценчĕ çак çăмăллăхпа усă курчĕ.

– Николай Иванович, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров кăçал республикăра 50 пин гектартан кая мар çĕр лаптăкне çĕнĕрен çаврăнăша кĕртмелли пирки питĕ çирĕп асăрхаттарчĕ...

– Паллах, пурнăçа кĕртмеллех. Мăян-пиçен ашкăракан çĕртен усси çук-çке, налукĕ те пĕр пус та кĕмест. Республика çыннисем çакна ăнланса илсе тивĕçлĕ йышăнусем тăваççех тесе шутлатăп. Эпир, Патăрьелсем, хамăр енчен акман çĕрсем хăвармастпăр тесе шантарсах калама пултаратăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика