АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профориентаци акцийĕ

29 марта 2008 г.

Н.КОШКИНА, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ

Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкулта профориентаци акцийĕ иртрĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем “Манăн атте-анне профессийĕ” ятпа Е.Ресметова, Ф.Ахметова, Т.Емелина учительсем ертсе пынипе тĕрлĕ ÿкерчĕк туса хатĕрлерĕç. 5-мĕш классем “Интереслĕ професси” темăпа сочиненисем, сăвăсем çырчĕç, ÿкерчĕксем турĕç. Улттăмĕшсем юрăсем тупса палăртрĕç, юрларĕç, çиччĕ-мĕшсем вара выставка, плакатсем, хаçатсем йĕркелерĕç. “Пур ĕç те лайăх” ятпа саккăрмĕшсем шкулти пысăк залри сцена çинче агитациллĕ программа кăтартрĕç; кам кăна тухмарĕ пуль унта: экономист, менеджер, бухгалтер, хирург, невропатолог, стоматолог, реаниматолог, истори учителĕ, почтальон тата ыттисем те. 9-мĕш классем професси калейдоскопне электронлă хаçатпа кăларса хатĕрленĕ. “Манăн пулас професси” темăпа вуннă-мĕшсем проектпа тĕпчев ĕçĕ тунă. 11-мĕш “а” класс профориентаци акцийĕн рекламине хатĕрленĕ. 11-мĕш “б” класс шкултан вĕренсе тухнă ачасемпе ирттернĕ тĕл пулура мини-спектакль лартрĕ.

Акцие шкул ачисем малашлăх çул-йĕрне професси тĕлĕшĕнчен тĕрĕс, хăйсен пултарулăхне тата ăс-хакăлне шута илсе суйлаччăр тесе йĕркеленĕ.

Паянхи саманара компьютер аталаннă вăхăтра ачасен те, учительсен те çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе, майсемпе ĕçлеме тивет. Вĕренекенсене вĕрентекенсем професси тĕлĕшĕнчен тулли те тĕплĕ информаци пани, вĕренÿ заведенийĕсемпе паллаштарни, пурнăçра ытларах мĕнле кадрсем çитменни, тĕнчери профессисемпе интереслентерни питĕ кирлĕ те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика