АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ саккунсем вăя кĕреççĕ

29 марта 2008 г.

Г. АФКИ, районти суд приставĕн уйрăмĕн начальникĕ
2008 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн ĕçре “Об исполнительном производстве” Федераллă çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Районти суд приставĕпе çыхăннă граждансене мĕн çĕнни кĕтет-ха?

Саккун суд приставĕсен ыйтăва татса памалли правине пысăклатать. Саккун парăмçă суд йышăнăвне пурнăçламасăр вăхăтлăха Раççей Федерацийĕнчен тухса каймалла марри çинчен тепĕр хут çирĕплетет. Ытти пурнăçа кĕртмелли документсене пурнăçламасан суда памалла. Суд приставĕ пурнăçламалли ĕçпе çыхăннă финанс хучĕсене, укçине тĕрĕс тытса е куçарса пынине, пурнăçламалли ĕçе тĕрĕс туса пынине тĕрĕслеме пултарать. Çавăн пекех парăмçăн харпăрлăхри пурлăхне патшалăх регистраци органĕ урлă тĕрĕслеме, çавăн пекех хăйсĕрех килне кĕме те пултарать.

Çĕнĕ саккунта уçă аукцион мелĕпе ирттермелли пурлăхсен тĕсĕсене те асăннă. Кунта 500 пин тен-кĕрен иртнĕ куçман тата хывнă пурлăх, хаклă хутсемпе пурлăх кĕреççĕ. Суд приставĕсем 30 пинрен иртмен пурлăха хăйсем хаклама пултараççĕ.

Çĕнĕ положени те вăя кĕнĕ. Пурнăçлама ыйтнă хутсене тÿрех банк урлă, 25 пин тенкĕ таран шыраса илмеллисене вара çын ĕçлекен, пенси е стипенди илекен вырăнтан тытаççĕ.

Преступлени тунăшăн айăпласа штраф шыраса илессинче те çĕнĕлĕх пур. Приговор вăя кĕнĕ хыççăн 60 кунта штрафне тÿлемесен вăл унтан пăрăнни шутланать, çавăнпа та ăна урăх тĕрлĕ айăплавпа улăштараççĕ.

Граждансен çăхавĕсене пăхса тухнă çĕрте те улшăну пур. Ăна пăхса тухакан должноçри кашни çыннăн яваплăхĕ ÿснĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн суд приставĕсен ĕçĕпе килĕшмесĕр аслă суд приставне жалоба пама пултараççĕ. Жалобăна кĕнĕ хыççăн вунă кунтан пăхса тухмалла.

Административлă право йĕрки çинчен калакан Кодексра çĕнĕ статьясем хушăннă. Суд приставĕ саккунлă ыйтнисене пурнăçламасан, ĕçрен хăтарни, çĕнĕ ĕçе куçни, ăçта пурăнни çинчен пĕлтермесен, айăпланаканăн пурлăхĕ пирки суя информаци парсан, пурнăçа кĕртмелли документа çухатсан, ăна вăхăтра ямасан граждансене 2, 5 пин, должноçри çынсене 20 пин таран, юридика пĕлтерĕшлисене 100 пин тенкĕ штраф параççĕ.

Çĕнĕ саккунра маларахрипе танлаштарсан тата 35 статья ытларах хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика