АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăп çумне айăп

05 апреля 2008 г.

В.КОННОВ, районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçин çумĕ.

К. призывник Патăрьел районĕн çар ĕç комиссариатĕнче 2005 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа шутра тăрать. Призыв комиссийĕ 2006 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче вăл çар хĕсметĕнче тăма юрăхлă тесе йышăннă. Çак йышăнăва 2006 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче республикăри çар врачĕсен комиссийĕ те çирĕплетнĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсене те палăртнă. Анчах хĕсметрен пăрăнмалли сăлтав тупăнман. К. призывник Патăрьел районĕн çар ĕç комиссариатне 2006 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче 8 сехет тĕлне килмелли пирки алă пуссах повестка илнĕ. Çак кун ăна Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Канашри пухăну пунктне, унтан хĕсмет вырăнне ăсатмалла пулнă. Анчах та вăл палăртнă вăхăт тĕлне çар ĕç комиссариатне килмен, сăлтавне те пĕлтермен.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ çак факт пирки кăçалхи февралĕн 18-мĕшĕнче РФ Уголовнăй Кодексĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе никĕсленсе уголовлă ĕç пуçарнă.

К. ниçта та ĕçлемест те, вĕренмест те. Çар хĕсметĕнчен пăрăнса çÿренĕ вăхăтра, 2007 çулхи декабрьте, вăл преступлени тунă – ют çын пурлăхне вăрланă, уншăн судпа штрафланă. Халĕ вара çар хĕсметĕнчен пăрăннăшăн суд умне тăма тивет

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика