АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисемшĕн – пĕчĕк суд

09 апреля 2008 г.

Район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвне вырăна тухса йĕркелерĕç. Хальхинче вăл Сăкăт ял тăрăхĕнче иртрĕ. Çак кунхине ялти шкулта кĕçĕн класра вĕренекен ачасемшĕн комисси членĕсем, ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем, ял тăрăхĕнчи профилактика совечĕн членĕсем умĕнче пĕчĕк суд пулчĕ темелле. Хура ĕçе явăçнисенчен пиллĕкмĕш класра вĕренекен икĕ ача хăйсен ăссăрла ĕçĕшĕн кăшт хĕрелчĕç, пуçласа парта хушшине ларнă шăпăрлансем вара тĕрĕссипе хăйсем пĕрремĕш хут мĕнле пысăк йăнăш тунине те ăнланса илеймерĕç-тĕр. Ара, çын хыççăн шыва сикме те хатĕр çичĕ çулхи ачана кирек мĕн хушсан та итлеттерме пулать ĕнтĕ. Пĕчĕккисемшĕн вара акă мĕн сăлтавпа пĕчĕк “суд” пулчĕ.

Пĕр кунхине кĕçĕн класри ачасен пĕр ушкăнĕ (пилĕк ача) ялĕнчи пушă ларакан çурта кĕме шут тытнă. Пурăнман çуртра йĕри-тавра çăра иккенни каламасăрах паллă. Çакскерсем аптăраса тăман. Вăрттăн-хĕрттĕн çулпа картишне кĕнĕ, унта лупас айĕнчен пуртă шыраса тупнă та çурт алăкне хурахла çĕмĕрсе шала кĕнĕ. Ачасем хаклă йышши тавар, ылтăн-кĕмĕл те вăрламан. Пĕри кăранташ, тепри домино, виççĕмĕшĕ йĕлтĕр сĕтĕрсе тухнă... Пĕр кун çапла вăрласа тухнипе çырлахман шăпăрлансем, иккĕмш кун та çак “операцие” малалла тăснă.

Ыйтăва тĕрĕс татса парас тесе комисси членĕсем ачасен преступленине тĕрлĕ енлĕ тишкерчĕç. Пĕтĕ-мĕшле илсен вĕсем пурте йĕркеллĕ те тирпейлĕ çемьерен, ашшĕ-амăшĕ пурнăçа ăнăçлă сыпăнтарса пырать. Ачасем шкулта та лайăххисен шутĕнчех. Чылайăшĕ “4” тата “5” паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Апла пулсан мĕнле сăлтав хистенĕ-ха сĕт шăлĕ те тăкăнса пĕтеймен ачасене пите хĕретмелли лару-тăрăва кĕрсе ÿкме;

Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексра çул çитмен ачасен саккуна пăсса тунă ĕçĕсемшĕн те амăшĕпе ашшĕ яваплă пулни çинчен калакан ятарлă 5.35 статья пур. Çавăнпа та ачасен кирек мĕнле преступленийĕшĕн те 18 çул тултариччен ăна çуратса воспитани паракан ашшĕ-амăшех саккунпа килĕшÿллĕн явап тытать. Хальхи тĕслĕхре те ачасем ăнланса е ăнланмасăр тунă преступленишĕн вĕсенех пите хĕретме те, çемье бюджетĕнчен штраф тÿлеме те тиврĕ. Паллах, кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те хăйĕн ачине хÿтĕлес тĕлĕшпе темĕнле пысăк штраф та тÿлеме хатĕр. Ĕçĕ кунта штраф панинче е укçа тÿленинче мар. Чăн малтан обществăна тухма, пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрлекен ачасене кашниех тĕрĕс, кирлĕ пек воспитани парасси. Ача пĕчĕк чухнехи хуйхă никамшăн та ÿснĕçемĕн пысăкланса ан пытăр, çакă ыттисемшĕн те вырăнлă пултăр.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика