АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр хăйтытăмлăх – икĕ ПУÇЛĂХ

09 апреля 2008 г.

Пурнăç вырăнта тăмасть – унăн хăйĕн саккунĕ: япăххи, кивви, тивĕçтерменни манăçа юлать, ăна хальхи самана шайĕнче ылмаштарать. Хăй вăхăтĕнче пуçланнă хăй тытăмлăх реформи те çĕнĕлĕхсемпе пуянланать.

Унччен муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕ районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн, ытти сферăпа отрасльти кăтартусемшĕн пĕччен яваплă пулнă. Кĕçех çак тытăмра пысăк улшăну пулса иртмелле: ытарлă каласан, пуçлăх пуканĕ “икке пайланмалла” – хăй тытăмлăх пуçлăхĕ тата муниципалитет йĕркеленĕвĕн администрацийĕн тара тытакан пуçлăхĕ. Ăслăлăх чĕлхипе каласан, – сити-менеджер. Паян яллă районсенче пĕр çын – район депутачĕсен Пухăвĕ çирĕплетнĕ муниципалитет бюджечĕпе пĕччен “хуçаланакан” йĕркеленĕвĕн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ районшăн яваплă. Çак тытăмра хăш-пĕр кăлтăк пур. Çавна май вырăнти влаçа, Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн патшалăх влаçĕнчен уйăрнăскере, никамах та çирĕп тĕрĕслесе тăмасть. Çакна юлашки вăхăтра икĕ район пуçлăхĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕç те çирĕплетет.

Район администраци пуçлăхĕн унчченхи пĕр должноçне икке – муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕ тата вырăнти администраци пуçлăхĕ – пайлассине федерацин “Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен” саккунĕнче çирĕплетсе хăварнă. Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан дирекцийĕн директорĕ В.И.Максимов пĕлтернĕ тăрăх, çак улшăнура ытларах ырă ен пур. “Тĕслĕхрен, администраци пуçлăхне, çÿлерех асăннă сити-менеджера, контрактпа тара тытаççĕ, вăл вырăнти влаç тытăмĕнче пĕтĕм хуçалăх ыйтăвĕшĕн кăна яваплă. Вăл политикăна кĕмест, суйлав кампанийĕсене хутшăнмасть. Муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи çынсен ыйтăвĕсене татса парать. Урăхла каласан: администраци топменеджерĕ (чăвашлатсан, хуçалăхшăн тулли яваплă çын) пулать, – тенĕ Василий Иванович журналистсен ыйтăвне хуравласа. – Суйлав тапхăрĕнче унăн “ăна туса паратпăр”, “кăна пурнăçлатпăр” теме çук. Вăл шутра популистла шантарусем тума та. Муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕ вара – халăх умĕнчи çын. Шăпах вăл политикăна хутшăнать, обязательствăсем йышăнать, ăна та, кăна та тума шантарать. Чи кирли вара вăл ертсе пынипе район депута-чĕсем вăл е ку çулталăка бюджет çирĕплетеççĕ, сити-менеджер çак бюджета пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлет”.

Влаçăн çак тытăмĕ шайлашуллă. Маларах ăнлантарнă тăрăх, хăй тытăмлăх пуçлăхĕ депутатсемпе пĕрле бюджет йышăнать, администраци пуçлăхĕ вара ăна пурнăçа кĕртет, депутатсемпе хăй тытăмлăх пуçлăхĕ ăна мĕнле пурнăçланине сăнаса тăраççĕ. Ку – чарупа шайлаштару тытăмĕ. Хăй тытăмлăх пуçлăхĕ бюджет пурлăхĕпе пĕччен хуçаланнинчен усăллăрах та.

Çапах та Василий Иванович шухăшĕпе, çĕнĕ-лĕхре те – пĕр должноçа икке пайланинче – çитменлĕх пур. Иккĕшĕнчен должноçĕпе хăшĕ çÿлерех тăрать: хăй тытăмлăх пуçлăхĕ е контрактпа тара тытакан сити-менеджер; В.И.Максимов шăпах çакă асăннă влаç тытăмĕнче хирĕç тăру çуратмалли сăлтав пулассине палăртнă. Район малашне мĕнле ĕçлесси-пурăнасси икĕ пуçлăх пĕр чĕлхе тупма пултарнинчен нумай килни вăрттăнлăх мар. Хăй тытăмлăх пуçлăхне ытти ĕçрен хăтарнинчен е хăтарманнинчен ĕç-пуç шăпи нумай килнине пытармалла мар. Тата администраци пуçлăхĕ: “Манăн алăра – финанс, вăл шутра – унпа усă курас хăрушлăх. Аплă тăк эпĕ аслă пуçлăх, “спикер” эпĕ хушнине пурнăçлакан”, – тееймĕ. Кунта психологсен сăмахĕ кирлĕ. Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерне палăртнă чухне вĕсен витĕмлĕхĕ мĕнле пулнине курăпăр.

К. ПЕТРОВ. (Хыпар” хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика