АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас тыр-пул шăпи – хамăр алăра

09 апреля 2008 г.

Çĕр çыннишĕн яваплă тапхăр пуçланчĕ. Уй-хир ĕç шавĕпе тулчĕ. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх организацийĕсенче ака-сухана 15456 гектар çинче пурнăçламалла. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10389 гектар акса хăвармалла. Ун валли 3790 тонна вăрлăх кирлĕ. Ăна ытлашшипех хатĕрленĕ – 4847 тонна, акма юрăхлă виçене лартнă. Уй-хирте массăллă элита сортсем ÿссех пыраççĕ.

“Иккĕмĕш çăкăр” лартма 4600 тонна вăрлăх янтăланă. Вăл 1656 гектар пулмалла. Ленин ячĕллĕ, “Батыревский”, “Малалла”, “Звезда” тата ытти хăш-пĕр хуçалăхра çĕр улмине яровизацине кăларма тытăннă.

Çĕр ĕç культурине ÿстерес ĕçре тăпра пулăхлăхне лайăхлатса пынин пĕлте-рĕшĕ пысăк. Тăпран агрохими пахалăхĕсене тĕрĕс палăртмасăр минераллă удобренисене кирлĕ пек хывса пыма май килмест. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр хуçалăх “çĕр эмелне” те çителĕклĕ туянайми пулса пыраççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсене çур акине ирттерме 4230 тонна минераллă удобрени кирлĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 1978 тонна çеç (47 процент). “Мир”, “Знамя”, “Дуслык”, “Колос”, “Гвадеец”, “Родник”, “Заря”, “Булинская”, “Жизнь”, “Надежда” хуçалăхсенче пĕрре те çук.

Юлашки çулсенче 1 гектар пуçне 25-30 килограмм минерал удобренийĕ кăларнă, пĕлтĕр ытларах. Азот, фосфор, кали тухăçа ÿстерме пулăшаççĕ, тăкака темиçе хут саплаштараççĕ.

Органика хатĕрлесе уя илсе тухассине те çителĕклĕ йĕркелейместпĕр. 1 гектар пуçне 8-9 тонна кăлармалла пулсан 1 тоннăран та каярах тухать. Чылай хуçалăх ертÿçисемпе специалистсем органика удобренийĕпе пачах ĕçлеме пăрахрĕç тесен те йăнăш мар. Çакна вĕсем техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çуккипе ăнлантараççĕ.

Кăçал асăннă çитмен-лĕхсене шута илмеллех, уя кирлĕ чухлĕ минерал, органика удобренийĕ кăлармаллах. Минерал удобренийĕпе тивĕçтерекен фирмăсен, производительсен адресĕсене хуçалăхсене çитернĕ, дотаци виçине те кăтартнă.

Ака ĕçĕсемпе пĕрлех тăпра пулăхлăхне лайăхлатассипе те ĕçлемелле. 713 гектар йÿçĕклĕ çĕре извеçлемелле, 610 гектар фосфорламалла, 805 гектар калилемелле. Удобрени çителĕксĕррине шута илсе хура пусăсене ака çаврăнăшне кĕртмелле, нумай çул ÿсекен нимĕç пăрçи лаптăкне сармалла, çĕр ĕçне биологизацилесси çине куçмалла.

Пысăк тухăç илес тесен çĕре минерал удобренийĕпе çеç апатлантарни çителĕксĕр, микроэлемент-сем те кирлĕ. Пони – фидн çĕнĕ технологи шăпах пулăхлăха лайăхлатма меллĕ. Çĕнĕ технологипе тутлăхлă элементсемпе апатлантарни эффективлăха ÿстерет, хăйхаклăхĕ те пысăк мар.

Хуçалăхсенче кĕрхисене, нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ. Ырашпа кĕрхи тулă лаптăкĕ кăçал нихăçанхинчен те нумайрах – 7448 гектар. Вĕсем чиперех хĕл каçнă. Çанталăк кăна сивĕтсе шăнтса ан ларттăр. Вăрлăх имçамлаççĕ. Çур акине вăхăтра ирттересси ĕç-хĕле пĕлсе йĕркеленинчен, техника юсавлă, вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕр-мелли материал çите-лĕклĕ пулнинчен те килет. Ку енĕпе чăрмавсем пулмаççех тесе калас килет.

Кăçал хуçалăхсен ĕç калăпăшĕ татах ÿсмелле. Пушă выртакан 914 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме пăхнă. Кашни гектар усă кÿтĕр тетпĕр.

Паянхи тĕп тĕллев – çур акине кĕске срокра, пысăк пахалăхпа ирттерсе ярасси.

В.АЛЕКСЕЕВ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика