16 апреля 2008 г.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4246 гектар l акнă (41 процент), 7789 гектар кĕрхи çĕртмене, 5827 гектар нумай çул ÿсекен курăксене, 4502 гектар кĕрхи культурăсене сÿреленĕ, 1711 тонна вăрлăх имçамланă, 4392 тонна çĕр улмине яровизацине кăларнă, 288 гектар пĕр çул ÿсекен курăк акнă.
Тăватă хуçалăхра 36 гектар сухан-севок, Ленин ячĕллĕ, “Малалла” l хуçалăхсенче 5 гектар кишĕр акнă.
Ленин ячĕллĕ хуçалăхра 100 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă, “Батыревский” l хуçалăхра 24 гектар çĕр улми лартнă.
Ака-суха ĕçĕсем “Батыревский”, “Малалла”, Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Исток”, l “Красное знамя”, “Труд” хуçалăхсенче уйрăмах кал-кал пыраççĕ.