16 апреля 2008 г.
Çул çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕ Раççейре те, республикăра та, районта та çивĕч тăрать. Çавăнпа та ăна право тĕлĕшĕнчен туллин тивĕçтересси çĕнĕ саккунсем йышăнма хистет те.
Акă, сăмахран, “Раççей Федерацийĕн Административлă Кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккуна илер. Унта патшалăх автоинспекцийĕпе çул çÿреве тухнисем хушшинчи çыхăнăва тивĕçлипе йĕркелесси пирки уçăмлăн палăртнă. Унсăр пуçне йĕркене пăсакансен яваплăхне те чылай ÿстернĕ. Саккунăн икĕ тапхăрĕ ĕçлет, вĕсем иртнĕ çулхи августăн 11-мĕшĕнче, 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕчĕç. Тепĕр тапхăрĕ кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать.
Хальхи вăхăтра автотранспортпа çула тухакансенчен саккун йĕркене пăхăнма çирĕп ыйтать пулин те, çав-çавах пĕлсе тăрса ăна пăхăнманнисем тĕл пулаççĕ. Ытларах автомашина водителĕсем çуран пыракансем çине кĕрсе кайни, вăл вара инкекпе вĕçленни пăшăрхантарать.
Акă, нумай пулмасть, мартăн 15-мĕшĕнче каçхине сакăр сехет иртсен “Калинино-Патăрьел-Елчĕк” автоçул çинче, Кивĕ Ахпÿртрен Туçа ялне тухса кайнă çĕрте ÿсĕрле руль умне ларнă К. гражданин хирĕçле килекен автомашина çулĕ çине тухса кайнă та çуран утса пыракан хĕр ачасем çине пырса кĕнĕ (вĕсем виççĕн утнă). Аваринче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен хĕр ача вилмеллех аманнă, теприне йывăр сурансемпе районти тĕп больницăна леçнĕ. Çав вăхăтра автотранспорт водителĕ авари пулнă вырăнтан тарнă. Ăна ОГИБДД сотрудникĕсем тепĕр 2-3 сехетрен тытса чарнă.
Руль умне ÿсĕр ларни – авари тума пулăшакан чи анлă сарăлнă тĕслĕхсенчен пĕри. Эрех ĕçнĕ водитель çул çинче çивĕч курма пăрахать, унăн вăр-варлăхĕ чакать тата ытти те. Ун пек чухне вăл йывăр лару-тăрăва лексен çухалса каять, тĕрĕс те çирĕп йышăну тăваймасть.
Çул-йĕр правилисене, йĕркене пăснă ÿсĕр водительсенчен çирĕп ыйтаççĕ пулин те çав-çавах район территоринче йĕркесĕр çул çÿревçĕсем сахал мар тĕл пулаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районти ОГИБДД сотрудникĕсем транспорт хатĕрĕсемпе çÿреме ирĕк паракан правасăр çула тухнă виçĕ водителе, милици сотрудникĕсем ÿсĕр лекнĕ водитель медицина тĕрĕслевне тухма хирĕçленĕ вун виçĕ водителе, эрех ĕçсе çула тухнă 35 автомашина хуçине тупса палăртнă, протокол çырнă. Вĕсен ĕçне пурне те миравай судьясем патне ярса панă, тивĕçлĕ йышăну тунă. Çул çинчи йĕркене паснăшăн Р.Тапсеев (Шăнкăртам), С.Родионов (Патăрьел), С.Марфин (Кивĕ Катек), М.Гафиятуллов (Шăнкăртам), М.Осипов (Пăлакасси), И.Земдиханов (Хирти Пикшик), А.Кожевников (Патăрьел), Р.Семянов (Кзыл Камыш) тата ыттисем те айăпланнă.
Чылай чухне çуран çÿрекенсем те çул-йĕр правилине пăсаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çеç çакнашкал 161 тĕслĕх пулнă, вĕсене 16100 тенкĕлĕх штрафланă.
Хисеплĕ водительсем, çуран çÿрекенсем! Сирĕн савăк кăмăлпа çула тухса ырă кăмăлпа киле таврăнас тесен çул çинче пурин те тимлĕ те, асăрхануллă та пулмалла. Ун пек чухне кĕтмен инкексен шучĕ те сахалланĕ.
Т.БОРИСОВА, районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕ, милицин аслă лейтенанчĕ.