АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем саккунлăха ан пăсчăр

16 апреля 2008 г.

Право йĕркине пăснине асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ – район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.

Ларура шкулсенче тата пуçламăш професси пĕлĕвĕн учрежденийĕнче вĕренекенсем право йĕркине пăснине асăрхаттарас тĕлĕшпе вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсемпе право йĕркине сыхлакан органсем 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче килĕштерсе ĕçлени çинчен ыйту пăхса тухнă.

Пур енлĕн ĕçлени кирлĕ

Кун йĕркинчи ыйтупа килĕшÿллĕн вĕрентÿ пайĕ туса ирттернĕ ĕçсемпе ачасене хушма пĕлÿ паракан центр методисчĕ И.Полякова паллаштарнă. Вăл тĕпрен илсен çакна палăртнă:

– Вĕрентÿ пайĕ право йĕркине сыхлакан органсемпе, çул çитмен ача-пăча ĕçĕсен комиссийĕпе, обществăллă пĕрлешÿсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Район прокурорĕ, шкул директорĕсен çумĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, культура ĕçченĕсем хутшăннипе çул çитмен ача-пăча ĕçĕсен комиссийĕн ларăвне чылай ирттернĕ, вырăна тухса асăрхаттаруллă ĕçсем тунă. Прокуратура, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле çулсерен “Право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ” уйăхлăх, “Çул çитмен çамрăк” операци, “Милици тата ачасем” акци иртеççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксен уйрăмĕ те вĕрентÿ пайĕпе тачă çыхăнура.

Ачасем право йĕркине пăснă тĕслĕхсене палăртас тесе кашни эрнерех рейд пулать. Унăн итогĕсене тивĕçлĕ органсене пĕлтереççĕ.

Вĕрентÿ пайĕ уроксене тăтăшах сиктерекен ачасене уйăхсерен шута илсех тăрать, вĕсене вĕренĕве, обществăллă ĕçе явăçтарассипе тимлет.

Вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем шанчăксăр çемьесене планпа килĕшÿллĕн пырса çÿреççĕ, вĕсен ачисене сăнавра тытаççĕ, йывăрлăхсемпе тĕл пулсан социаллă хÿтлĕх пайне пĕлтереççĕ.

Районта ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлессипе те паха опыт çителĕклех. Профилактика енĕпе ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ мероприятие дежурнăй пулса хутшăнни, рейдсем ирттерни, ашшĕ-амăшĕпе педагогсен пĕрлехи патрулĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, “Ашшĕ-амăшĕ” операци ирттерни аванах усă кÿчĕ. Ку тапхăрта шанчăксăр кашни çемьене çитсе унти лару-тăрупа паллашнă.

Палăртнине пурнăçласа

Планпа килĕшÿллĕн 2007 çулта çуллахи тапхăрта “Çул-çитмен çамрăк” асăрхаттару операци виçĕ тапхăрпа ирттернĕ: “Çул çитмен çамрăк – çемье”, “Çул çитмен çамрăк – çулла”, “Çул çитмен çамрăк – йĕп”. Ача-пăчана эрех-сăра, пирус-сигарет сутнине уйăхсерен тĕрĕслесе тăрасси йăлара. Районти культурăпа кану центрĕнче шутра тăракан 70 çамрăкпа ашшĕ-амăшне чĕнсе канашлу ирттерни витĕмлĕ пулчĕ. Унта профилактика субъекчĕсем пурте хастар хутшăнчĕç.

“Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” уйăхлăх вăхăтĕнче çул çитмен çамрăксен уйрăмĕн сотрудникĕсем Сăкăтри вăтам шкулта “Наркотик – знак беды!” видеофильм кăтартрĕç, каярахпа ытти шкулсене çитрĕç.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче Профилактика ĕçĕсен программи пур. Патăрьелĕнчи 1-мĕш тата Турханти вăтам шкулсенчи волонтер ушкăнĕсем “Я, ты, он, она – мы здоровая страна!” проектсене чи малтан пурнăçа кĕртме тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра волонтерсем ытти шкулсен ачисене вĕрентессипе ĕçлеççĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулсенче “Проблемы и пути повышения качества воспитательной работы в школе”, “Система работы школы по профилактике правонарушений среди несовершеннолетних”, “Взаимодействие психолога и социального педагога школы с классными руководителями”, “Воспитательное пространство в школе” темăсемпе семинарсем ирттернĕ.

Йĕркелĕх вăл сывлăх та

Хушма вĕрентÿ центрĕ преступноçпа кĕрешес енĕпе шкул директор çумĕсен, аслă вожатăйсен, социаллă педагогсен семинарне тăтăшах ирттерессине те тĕпе хурать.

Çак вĕренÿ çулĕнчех “Эпир наркотика хирĕç” конкурс иртрĕ. Унта 17 шкулти 32 вĕренекен хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе плакачĕсене тăратрĕ. “Сиенлĕ йăласем пĕтчĕр” ятпа рекламăллă сăвăсен конкурсĕ те кăсăклă иртрĕ. Тĕп больница врач-наркологĕ Н.Надина “Табака суд тăватпăр” ятпа кăмăла каймалла каç йĕркелерĕ. Вăлах Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул никĕсĕ çинче “Сывлăхлин пурте сывлăхшăн” агитпрограммăсен конкурсне ирттерчĕ. Унта 14 шкултан 120 ача хутшăнчĕ.

Районти ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта ял тăрăх пуçлăхĕсем, шкул директорĕсемпе вĕсен çумĕсем, хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен яваплă çынсем, культура ĕçченĕсем кăмăлпах хутшăнаççĕ.

Ачасемшĕн ку çул шуçлак

Шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксем уйрăмĕн начальникĕ В.Кузнецова çамрăксем право йĕркине пăсни, преступлени туни мĕнле шайра пулнипе паллаштарчĕ:

– Çамрăксем хушшинчи криминаллă лару-тăрăва йĕркене кĕртес тĕллевпе шалти ĕçсен пайĕ организациллĕ тата практикăллă мерăсем йышăнсах тăрать. Ку ĕç пĕтĕмпех Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. “Чăваш Ен ачисем” программăна пурнăçа кĕртесси те кулленхи тимлĕхре.

Çапах та çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси пĕтмест-ха. Пĕлтĕр пурĕ 23 преступление шута илнĕ, 2006 çулта – 21. Преступленисене ытларах 13-18 сехетсенче тăваççĕ. Ушкăнланса 11 преступлени тунă. Вĕсен пысăк пайне РФ Уголовнăй Кодексăн 150-мĕш статйипе хакланă. Саккунлăха пăсма 28 çул çитмен çамрăк хутшăннă, ытларахăшĕ 14-15, 16-17 çулхисем, 14-шĕ – шкул ачи, 5-шĕ – профучилище вĕренекенĕ.

Ял тăрăхĕсем тăрăх тишкерсен çакă курăнать: Патăрьел – 5, Туçа – 5, Пикшик – 3 преступлени. Кун пек тĕслĕхсем Çĕнĕ Ахпÿрт, Турхан, Тăрăн, Первомайски, Аслă Чемен, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче те пулнă. Шкулсем енĕпе лару-тăру çапларах: ПУ-7 – 5 ача хутшăннă, Туçари вĕрентÿ центрĕ – 3, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул – 1, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕ – 3, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул – 3, Аслă Чеменри вăтам шкул – 1, шкул-интернат – 1, Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕ – 3, Хирти Пикшик шкулĕ – 2.

Ĕçкĕ – хăрушă чир

Çул çитмен çамрăксен уйрăмĕ профилактика ĕçĕсене тĕллевлĕн туса пырать пулсан та кăлтăксем пур-ха. Акă, пĕлтĕр 414 ачана административлă явап тыттарнă (2006 ç. – 239). Ашшĕ-амăшĕ енĕпе 81 протокол çырнă, хулиганла пĕчĕк ĕçшĕн 45 çынна (вăл шутра 25 ача), эрех-сăра ĕçсе обществăллă вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 238 çынна (вăл шутра 50 ача) административлă явап тыттарнă.

Хальхи вăхăтра уйрăмра 65 ача сăнавра тăрать. Вĕсем хушшинче паян шкулта вĕренекенсем уйрăмах нумай.

Уйрăм 72 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарнă. Хальлĕхе шанчăксăр 31 çемьене шута илнĕ.

Çул çитмен çамрăксен уйрăмĕ профилактика субъекчĕсемпе малашне те тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать.

Ларура кун йĕркинчи ыйтупа район больницин тĕп врачĕ Н.Тинюков, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ В.Кузнецов, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ Ю.Федоров тухса каланă, преступлени тăвассинчен асăрхаттарас енĕпе хăйсен туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă. Ял тăрăх пуçлăхĕсем хăйсен территорийĕнчи профилактика совечĕсен ĕçĕ çинче ытларах чарăнса тăнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика