19 апреля 2008 г.
ИНФОРМАЦИ агентствисем пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн 9-мĕш съездĕнче унăн председателĕ пулма Владимир Путина суйланă.
Чăваш Ен Президенчĕ, “Единая Россия” партин Аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров, парти съездне уçма хутшăннăскер, “Советская Чувашия” хаçат журналистне панă интервьюра çакна палăртнă: “Ĕнер Раççейре хăватлă, килĕшÿллĕ тата логикăпа килĕшсе тăракан парти институтне йĕркелесси вĕçленчĕ. Наци лидерĕ Владимир Путин чи вăйлă, чи яваплă партие ертсе пыма тытăнчĕ. Çакă халăх ирĕкĕпе влаç институчĕн пĕрлехи килĕшÿлĕхне çирĕплетме май пачĕ. Партие персонизациленĕ хыççăн унăн халăх умĕнчи яваплăхĕ çав тери пысăк пулать.
Раççейре цивилизациллĕ, демократиллĕ политика тытăмĕ туса хурас енĕпе пысăк утăм тунă. Вăл парти строительствисĕр, унăн элеменчĕсемсĕр пулаймасть. Вĕсен ĕç-хĕлĕ патшалăх ĕçĕсене тухăçлă йĕркелесе пыма та, политикăна общество енчен курăмлă витĕм кÿме те кирлĕ”.
ЧР ПА пресс-служби.