19 апреля 2008 г.
Тунтикун, апрелĕн 14-мĕшĕнче, район администрацийĕ çумĕнчи адмкомиссин черетлĕ канашлăвĕ пулчĕ. Ăна комисси председателĕ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пычĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусем пурте Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăхăнманнипе, уйрăм гражданинсем хăйсем пурăнакан кил-çурт таврашĕнче тирпей-илем, хăтлăх туса çитерейменнипе çыхăннă. Çанталăк çуркунне енне сулăнни тахçанах. Урамсенче шыв-шур, лăчăр-лачăр пылчăк типсе çерем те шăтса тухрĕ. Анчах та хăш-пĕр хулăн тирлĕ çынсем халĕ те çурт умĕсене шăлса тирпейлемеççĕ, кирлĕ мар ăпăр-тапăра пуçтарса ятарлă çÿп-çап тăкмалли вырăна кайса пăрахмаççĕ. Вĕсем юриех ял тăрăх представителĕ е милици уполномоченнăйĕ пырса асăрхаттарасса, срок иртсен протокол çырасса кĕтеççĕ-ши; Комиссинче вара кашни чĕнтернĕ çын тÿрре тухма тăрăшать: вĕсем урамри йĕркесĕрлĕхе протокол çырса кайсанах тирпейленĕ-мĕн, халĕ вĕсен умĕнче “ташă площадки” евĕр тап-таса...
Çакнашкал çынсене пĕр ыйту çеç парас килет. Нивушлĕ ют çын пырса асăрхаттариччен алла кĕреçепе кĕрепле, шăпăр тытса хăйсен умĕсене тасатма тухма çук; Намăс та мар-ши çакнашкал çынсене;
Адмкомиссин черетлĕ ларăвĕнче Патăрьелĕнчи Советская урамра пурăнакан хăш-пĕр гражданинсен çавăншăн пичĕсене хĕретме тиврĕ. Вăл çеç те мар-ха, комиссине килнĕ кашни çыннах саккунпа килĕшÿллĕн айăпларĕç. (Хамăр корр.)