АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç манăçмасть

19 апреля 2008 г.

Республика Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн ят панă кăçалхи Ырă ĕçсен çулталăкĕнче районти чылай ĕç коллективĕнче обществăшăн, халăхшăн, уйрăм çынсемшĕн, тăлăх ачасемшĕн тунă пархатарлă пулăмсем нумай. Ку тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕ те айккинче пăрăнса юлмасть. Чăн малтанах милици сотрудникĕсем (коллективра 87 çын) Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркÿ çуртне тума пулăшма ыйтнине хапăлласа кар тăнă. Пулас храмăн строительство ĕçне малалла тăсма кашни сотрудникăн пĕр кунхи ĕç укçине, мĕн пурĕ çирĕм пин тенкĕ ытла уйăрнă.

Çак кунсенче çеç вĕсем тата “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыркăмăллăх марафонне хутшăнса Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн расчет счечĕ çине каллех коллективран вунă пине яхăн укçа куçарса панă. Çакă вара тăлăх та мĕскĕн ачасене пулăшма, вĕсен пурнăçне лайăхлатма, йывăрлăхне пайлама кайĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Ванин пĕлтернĕ тăрăх, милици сотрудникĕсем хăйсен ĕçри пĕрремĕш тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне ырă ĕçшĕн яланах кар тăраççĕ. Çулталăк вĕçĕнче вĕсем Патăрьелĕнчи интернат коллективне пысăках мар савăнăç кÿресшĕн. Пĕрле пайланă савăнăç яланах пысăк курăнать-çке.

Коллективри ĕç ветеранĕсене, ватăсене, пĕччен юлнă милицисен мăшăрĕсене тивĕçлипе пулăшса тăрасси те йăлара.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика