19 апреля 2008 г.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта республикăра пассажирсем турттаракан автотранспорт водителĕсем хутшăннипе 30 авари пулнă, вăл шутра автобус водителĕсен айăпĕпе – 9. Маршрутлă таксисем хутшăннипе республикăра 17 авари тунă, вăл шутра 6-шĕ водительсен айăпĕпе.
Çакăн пек лару-тăрăвăн тĕп сăлтавĕ – юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсем нормативлă право акчĕсене пăхăнманни. Пассажирсене палăртнинчен ытларах лартни, водительсемпе тивĕçлĕ инструктаж ирттерменни, çул-йĕр кирлĕ пек пулманни каллех ырри патне илсе пымаççĕ.
Предприятисен производствăпа техника никĕсĕ паянхи кун ыйтăвĕнчен юлса пырать, техтивĕçтерÿсене вăхăтра ирттермеççĕ.
Пĕлтĕр “Автобус” асăрхаттару операцийĕ аварисем тăвассине чакарттараймарĕ.
Çаксене шута илсе 2008 çулхи апрелĕн 16-30-мĕшĕсенче федераллă “Автобус” операцин пĕрремĕш тапхăрне ирттереççĕ.
Çавна май халăх хушшинче ăнлантаруллă ĕçе анлăн сарса ямалла. Водительсем Çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăннине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Уйрăмах шкул ачисене, пассажирсене турттаракан водительсене çирĕп контроллемелле. Автотранспорт предприятийĕсемпе уйрăм предпринимательсене планпа та, плансăр та тĕрĕслессине йĕркелемелле. Çула тухакан кашни транспорт хатĕрĕ техника тĕлĕшĕнчен яланах юсавлă пултăр.
Т. БОРИСОВА, районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕ, милици аслă лейтенанчĕ.