19 апреля 2008 г.
Паян районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче – хĕрÿ тапхăр. Пур çĕрте те хĕрÿ ĕç вĕрет. Механизаторсем çĕр хатĕрлеççĕ, хыççăнах акса пыраççĕ. Уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Пур йышши плугсене, сеялкăсене, культиваторсемпе дисклă сÿресене, çĕр улми лартакан хатĕрсене акиччен чылай малтан хатĕррисен ретне лартнăран техника кăлтăксăр ĕçлет. Ака-суха валли 740 тонна дизель топливи, 135 тонна бензин кирлĕ пулсан чылай хуçалăхсем ăна кредитпа туянма мехел çитерчĕç.
Ака ĕçĕсене хăвăртлатма энергие перекетлекен техникăпа усă курни те пулăшать. Паян хирте К-701, МТЗ-12Н, Т-150 маркăллă тракторсем хуçаланаççĕ. Вĕсем ĕçе унчченхисенчен 3-4 хут хăвăртрах, тирпейлĕрех пурнăçлаççĕ. Гусеницăллă тракторсен хисепне чакарса пĕлтĕр çĕнĕ йышши 6 трактор туяннă. Кун çумне тата 4 тĕш тырă комбайнĕ, çĕр улми пуçтаракан 3 комбайн, выльăх апачĕ пухакан 1 комбайн, 7 БДМ, акмалли “Кузбасс” комплекс хушăннă. Пурĕ район 61,2 миллион тенкĕлĕх 53 çĕнĕ ĕç хатĕрĕпе вăйланнă. Паян çĕнĕ технологисем, энерги перекетлекен техника хисепре. Кăçалхи акара тĕрлĕ операцие пĕрлештерекен 15 агрегат ĕçлет. “Комби” пĕр вăхăтрах тăпрана кăпкалатать, сеялка акать. “Кузбасс” удобрени варăнтарать, тăпрана тикĕслет.
Кооперативсемпе тĕрлĕ хуçалăхсен кăçалхи ĕмĕчĕ тата пысăкрах. Вĕсем 10 трактор, “Дон”, “Полесье”, “Колнаг” тата ытти комбайнсем, косилкăсем, погрузчиксем илме планлаççĕ. Çакна пурнăçлама агропромышленность комплексне аталантармалли наци проекчĕ пулăшать. Пурте тенĕ пек банксенчен çăмăллăх кредит илеççĕ. Техника туянма ăна сакăр çуллăхах параççĕ. Малтан тÿлемелли взносĕ 10 процент çеç. Салука та çав таварах хураççĕ. Хăшĕ-пĕри хăйĕн укçине те хушать. Умри ыйтусене пĕлсе татса пани кирек мĕнле йывăрлăха та сирме пулăшать. Çурхи кун çулталăк тăрантарĕ тенĕ. Çакна ертÿçĕсем аван ăнланаççĕ.
И.ВАСИЛЬЕВ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ.