23 апреля 2008 г.
Вырсарникун, акан 20-мĕшĕнче, Кивĕ Ахпÿртри культура çуртĕнче çак ял чиперĕн Марина Карягина поэтессăн “Ку манăн вăхăт” пултарулăх каçĕ иртнĕ. Марина Федоровна Туçа тăрăхĕнче пуян чăваш сăмахĕн асамлă çÿпçине тупса поэзи каçалăкĕнче пысăк та кирлĕ ĕç тăвакансенчен пĕри. Пултарулăх каçĕнче сăмах хускатнă “Хура тумлă арçын” повеçĕ – поэт чунлă икĕ ача амăшĕн юлашкинчен пиçсе тухнă хайлавĕ. Пултаруллă сăвăçăн ĕçне, творчествăри çитĕнĕвне пахалама, хаклама культура çуртне лăк тулли ял-йыш пуçтарăннă. Унсăр пуçне унпа пĕрле килнĕ ĕçтеш-сăвăçĕсем, творчествăра палăрнă ытти çынсем те йышлăн пулнă.
Раççей Писателĕсен Пĕрлĕхĕн членне, Чăваш Республикин Çамрăксен Патшалăх премийĕн лауреатне Марина Карягинăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов чăваш поэзине çĕн сывлăш кĕртнĕшĕн тав тунă, малашнехи творчествăра пысăк ăнăçу суннă.