АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăкпа çунатланакан спортсмен

23 апреля 2008 г.

Хăмăр куçлă, хура çÿçлĕ, яштака пÿ-силлĕ çак каччăна районта иртекен кашни ăмăртурах курма пулать. Ирĕклĕ майпа та кĕрешет вăл, алă вăйĕ виçет, кире пуканĕ йăтать, волейболла выляса команда чысне хÿтĕлет, çăмăл атлетсем хушшинче тупăшать... Ячĕшĕн, хут çине çырăнса юлассишĕн çеç хутшăнмасть вăл район, республика шайĕнчи тупăшусене, пĕтĕм вăй-халне парать. Пуçарнă сăмахăм Кивĕ Ахпÿрт каччи, халĕ Туçари вĕрентÿ центрĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Алексей Мальцев пирки пырать. Шанчăкпа çунатланакан спортсмен хăй тăрăшуллă, чăтăмлă, вăй-халлă пулнăран унăн çитĕнĕвĕсем те çĕнелсех пыраççĕ.

Алексей спортпа кĕçĕн класра чухнех туслă пулнă: йĕлтĕрпе те, çуран та чупнă, турник çинче алă вă-йĕпе кĕлеткине туртнă тата ытти те. Вăтам классенче вара вăл аслă пиччĕшне Игоре кура пĕчĕк йывăрăшлă кире пуканĕсене алăпа вылянтарма хăнăхнă. Малтан çăмăлраххисене, каярахпа вара хăй виçине кура пукан çĕкленĕ. Пĕрремĕш çăлтăрĕ унăн хăйсен ентешĕ – Тĕнче класлă спорт мастерĕ Борис Глинкин ячĕпе республика шайĕнче йĕркеленĕ ăмăртура çуталнă. Алеша хăй çулхи тата пĕр виçеллĕ пуканçăсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăн малтанах çакăнта асăрханă унăн пултарулăхне. Каярахпа сарлака хул çурăмлă каччă хăй пек ăста спортсменсемпе помост çине тухнă. В.Сеприханов тренер вĕрентсе пынипе спортăн ку енĕпе те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă вĕренекен. Шкул, район чысне те пĕрре мар хÿтĕленĕ вăл. Кÿршĕ район ăмăртăвĕсене те хутшăннă. Кашнинчех Андрей малти вырăнсене тухнă, парнене тивĕçнĕ.

Паян Алексей Мальцевăн спортра çитĕнÿ тунăшăн тивĕçнĕ Хисеп грамотисене те, медалĕсене те асăнса пĕтерме йывăр. Вĕсем пурте унăн малашлăх, пуласлăх çулне уçса пама пулăшакансем. Çавăн пек çи-рĕплетсе калама сăлтавĕ те пысăк. Алексей мĕн çамрăкранпах милицин аслă шкулĕнче вĕренсе çирĕп йĕрке хуралĕн коллективĕнче ĕçлеме ĕмĕтленет. Ĕмĕтÿ пурнăçлантăрах сан, Алеша!

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика