26 апреля 2008 г.
Район хаçатне 2008 çулхи иккĕмĕш çур çул валли çырăнтармалли тапхăр малалла пырать. Культура министерствипе “Раççей почтин” республикăри филиалĕн ертÿçисем унăн çырăнтару хакне палăртрĕç. Çур çуллăха “Авангарда” илсе тăма 171 тенкĕ те 78 пус кирлĕ пулать. Хаклă тетĕр-и; Пачах çук. Çĕмĕрлесем район хаçатне вырăнта 227 тенкĕпе, Канашсем – 202, Елчĕксем – 197 тенкĕ те 82 пуспа çырăнаççĕ. Çур çул хушши “чун апачĕллĕ” пулса çĕнĕ хыпарсене пĕлетĕн, усăллă канашсемпе йăпанатăн, район çитĕнĕвĕсемпе савăнатăн, паттăр та маттур çынсемпе паллашатăн.
Пурнăç ыйтăвне çутатать хаçат. Çăкăр çитĕнтерекенсен, аш-какай туса илекенсен, сĕт сăвакансен ÿсĕмĕсене кăтартать, культура, медицина, милици, прокуратура, социаллă аталану ыйтăвĕсене çĕклет. Ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлне сăнлать. Шкул проблемисем вырăн тупаççĕ. Спорт мероприяти-йĕсем çинчен тăтăш информацисем пичетленеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем пенси çĕнĕлĕхĕсене вăхăтра пĕлеççĕ. Район хаçачĕ ача укçи, субсиди, кредит илмелли хутсене мĕнле хатĕрлемеллине, кам патне, хăçан çитермеллине те пĕлтерет.
Аслăраххисем валли çемье, çамрăксем валли юрату теми те пур хаçатра.
Вырăнсенчен пĕлтерекен обществăлла корреспондентсен çырăвĕсем кун çути кураççĕ. Район тулашĕнчи ентешсен çитĕнĕвĕсем тус-юлташне савăнтараççĕ.
Пĕлтерÿсем паракансем йышлă. Саламлакансем кашни номертех пур. Анчах шел, хăш-пĕр чухне маларах пичетленсе тухнă номере шыраса тупайманнисем редакцине килеççĕ. Вырăнта ĕçлекенсене отчет тума, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене портфолио ăшне хума, çĕр илсе тухакансене кирлĕ çĕре тăратма кирлĕ вăл. Тиражран ытлашши çапăнмасть “Авангард”. “Чăвашпичет” киоскĕсенче е почтальонкăсенче те сутлăх çук вăл. Çавăнпа вăхăтра киле е ĕçе пырса тăма çырăнса юлмалла ăна. Пенсионерсем ку енĕпе хастарлăх кăтартаççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр бюджет сферинче ĕçлекенсен ăнланулăхĕ çитмест. Предприяти, организаци, коллективлă ял хуçалăх предприяти-йĕсем çырăнмасăр юлни те пулать “Авангарда”. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсем пуçарулăх кăтартманнине çирĕплетеççĕ почта уйрăмĕн ертÿçисем. Малалла çырса кăмăла хуçмăпăр. Ку хутĕнче çырăнтарăва кашниех вăхăтра пурнăçласса шанатпăр.
А.АСТРАХАНЦЕВА.