АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔР ЛАПТĂКНЕ ИЛЕС ТЕСЕН...

26 апреля 2008 г.

Хуçалăхсенче ĕçлекенсем хăйсен çĕр пайĕпе тивĕçекен çĕр лаптăкĕсене илме пуçларĕç. Мĕнле майпа илсе регистрацилемелле-ха ăна;

Малтанах пайçăсен пухăвĕ пуласси çинчен массăллă информаци хатĕрĕнче пĕлтермелле. Унăн кун йĕркине çĕр пайĕпе тивĕçекен çĕр лаптăкне ăçта уйăрасси çинчен ыйту кĕртмелле.

Малалла правăна патшалăх енчен регистрациленине (еткерлĕх пулсан) тата çĕр пайĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен свидетельствăсене пуçтармалла. Свидетельство çуккисен район пуçлăхĕн йышăнăвне илмелле.

Пухура пĕрлехи харпăрлăхри çĕр лаптăкĕсен чиккисене тĕрĕслесси, çĕр пайĕнчен паракан çĕр лаптăкĕсен чиккисене çирĕплетесси, çĕр лаптăкне тытмалли тата усă курмалли йĕркене çирĕплетесси, хуçасăр е вилнĕ, тухса кайнă çын çĕр лаптăкĕсен вырăнне палăртасси çинчен пăхса тухмалла.

Çĕр лаптăкĕн прави пирки килĕшÿ туса çирĕплетмелле. Ăна уйрăлакан çĕр пайçисен пурин те алă пусмалла.

Çĕр лаптăкне илсе уйрăлса тухасси пирки хаçатра пĕлтернĕ хыççăн 30 кун кĕтмелле. Çав вăхăтра хирĕçлевсем кĕнипе кĕменни пирки райадминистрацин 5-мĕш пÿлĕмĕнче кăсăкланмалла.

Агропромышленность предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайри 2-мĕш пÿлĕме килсе çĕре уйăрасси çинчен заявлени памалла, çĕр виçнĕ хыççăн кадастр палатине, регистраци палатине пымалла.

Çĕр лаптăкĕн кадастр планне туса хатĕрлемелле. Регистраци палатине паспорт копине, харпăрлăх правин свидетельство копине е район пуçлăхĕн йышăнăвĕнчен çырса илнине, пуху протоколне (2 экз.), çĕр лаптăк прави пирки тунă килĕшĕве (2 экз.), патшалăх пошлини тÿленин квитанцине (500 тен.) тата копине, пичетре пуху пуласси çинчен пĕлтернине тата копине, кадастр планне (2 экз.), хаçатра çĕр лаптăкне илесси çинчен пĕлтернине тăратмалла. Çавăн пекех çĕр лаптăкне суйланин акчĕ, çĕр лаптăкĕ илекен уйăн карти кирлĕ.

Регистраци палати çĕр лаптăкĕн правине ĕнентерекен свидетельство парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика