26 апреля 2008 г.
Вăрçăран килеймен çамрăксем
Тăван ял варринче – шурă палăк,
Йĕркипе ешереç хурăнсем,
Вăрман мар мĕн кунта – паттăр халăх,
Вăрçăран килеймен çамрăксем.
Кĕрхи çумăр сире йĕпетмест-ши;
Çумăр мар мĕн, йĕреç аннесем.
Миçе ир, миçе каç шав кĕтмен-ши;
Таврăнмарăр киле, ывăлсем.
Сарă çулçă çĕре тăкăнать-ши;
Çулçă мар мĕн... Вĕсем – çырусем.
Çыру урлă пире мĕн калаç-ши
Вăрçăран килеймен салтаксем;
...Тăван ял варринче – шурă палăк,
Йĕркипе ешереç хурăнсем.
Çук, манмастпăр сире, паттăр халăх, –
Вăрçăран килеймен арçынсем.