26 апреля 2008 г.
Çут çанталăкăн чи илемлĕ тапхăрĕ – çуркунне çитрĕ. Тавралăх ешĕл тум тăхăнса пырать. Хамăр пурăнакан вырăн яланах илемлĕ те тирпейлĕ пултăр тесе эпир кашни çуркуннех субботниксем ирттеретпĕр, пахчасемпе урамсенчи çÿп-çапа тасататпăр, тĕрлĕрен йывăç-курăк акса-лартса хăварма тăрăшатпăр. Акă, иртнĕ çулхи çуркунне ял çамрăкĕсем пуçарнипе Треньелпе Ыхра Çырми ялĕсем хушшинчи çырма хĕррине 3,5 гектар çĕр лаптăкĕ çине алăпа чавса хырпа чăрăш хунавĕсем лартрăмăр. Çамрăк хунавсем пурте тенĕ пекех лайăх хĕл каçнă. Апла пулсан çынсем кар тăрса тавралăха илемлетни харама кайман. Çак ырă та пархатарлă ĕçшĕн ял тăрăх пуçлăхĕ тăрăшнипе, йĕркеленипе уйрăмах Г.Галкин, А.Муськин, П.Игорев, Д.Игорева, çамрăксенчен Н.Логунов, Иринăпа Катя Терентьевсем, Д.Иванова хастарлăх кăтартса ĕçленине палăртмалла.
Çапах та çакăн пек ырă ĕçе хăш-пĕр çынсем вырăна хурса хакламанни тарăхтарать. Тепĕр чухне çамрăк хунавсем çине автомашинăпа кĕрсе каяççĕ, вĕсене хуçса пĕтереççĕ. Выльăх кĕтĕвне кĕртсе яни те пăшăрхантарать, чуна ыраттарать. Ыхра Çырми ялĕнчи çынсемшĕн кĕтÿ çÿретмелли вырăн çук тейĕн. Унта яланах вĕсен ял кĕтĕвĕ çÿрет. Намăс та мар-ши вĕсене; Часах выльăхсене улăх-çаран çине кăларĕç. Çавăнпа та çынсене çак вырăнта кĕтÿ çÿретмелле мар пирки тепĕр хут çирĕп асăрхаттарасшăн. Тавралăх илемне пĕр çын тăрăшнипе çеç тăваймăн. Çакна пурин те шута илмелле.
В.ИГОРЕВ.