АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçа пĕлмен Феизов

30 апреля 2008 г.

Çамрăк çын мар ĕнтĕ Энвер Феизов, 80 çулта. Çапах та иртсе пыракан ĕмĕрĕн лавĕ йывăрланса çитнине туяс вăхăт уншăн аякра-ха.

Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ Э.Феизов. Пиллĕк тултарсан ашшĕ ăна вулама вĕрентрĕ. Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче Хусан тутарла кĕнекесене лавĕ-лавĕпех кăларма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Сас паллисемпе паллашса вĕсене сыпăнтарма хăнăхнă хыççăн Энвер арчари кĕнекесене пĕчĕкки-пысăккине пăхмасăр вулама пуçларĕ. Кĕнекесенче сас паллисем пек çырма та пуçăннăччĕ те, каллех ашшĕ “Çыру йĕрки урăхла, кĕнекесенчи сас паллисене çырура çапла çыраççĕ” тесе икĕ эрнене яхăн ир-каç Энвере çырма хăнăхтарчĕ.

Ялти шкулта ача 1936 çулта вĕренме пуçларĕ. Вулать, çырать, задача шутлать, юрă юрлать – пурне те пултарать Энвер. Иккĕмĕш класа куçнă хыççăн вăл шкулти библиотекăран та, ялти вулав çуртĕнчен те кĕнеке илсе тăма çырăнчĕ. “Кам та кам вĕренсе тĕнчене тухас тет, çавăн вырăс чĕлхине тăрăшсах вĕренмелле, ăна лайăх пĕлмелле”, пĕр вĕçĕмсĕр çапла сăмахлать Земдиханов учитель. Энвер виççĕмĕш класа куçнă хыççăн ашшĕ те çав юррах юрла пуçларĕ.

Ялти вулав çуртĕнче вырăсла кĕнекесем тутарлинчен те нумайрах-мĕн. Ача-пăча валли кăларнисем те пур. Вăл Александр Пушкинăн сăввисене, Лев Толстойăн калавĕсене, Иван Крыловăн юптарăвĕсене кăмăлларĕ. Сăввисем янравлă, çепĕç. Калавĕсем тарăн шухăшлă. Юптарăвĕсем этемĕн кăмăл-шухăшне уçса параççĕ. Çивĕч ăс-тăнлă арçын ача вырăсла вулама хăвăрт хăнăхрĕ, текстсене ăнланакан пулса çитрĕ.

Çапла çул хыççăн çул иртрĕ. Чкаловски район центрĕн шутĕнче пулсан та ытти ялсенчен пысăкăшĕпе çеç уйрăлса тăратчĕ. Мĕн пур çĕрти пекех йывăç çурт-сем, шăтăк-путăклă çул-йĕр, тусанлă тăкăрлăксем, тĕп урамри виçĕ-тăватă лавкка. Энвер çиччĕмĕш класа куçсан çапах та райцентрта вăтам шкул уçрĕç. Çамрăк ăна питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ, Мухтав грамоти пачĕç.

Виççĕмĕш çул хаяр вăрçă пыратчĕ ĕнтĕ. Аллăсене çывхарса пыракан ашшĕ, яваплă вырăнсенче пĕр канмасăр вун-вун çул ĕçлекенскер, вăрçă вăхăтĕнче сасартăк чирлесе ÿкрĕ, вилĕме çĕнтерессе çĕнтерчĕ, анчах питĕ вăраххăн сывалса пычĕ. Вун пиллĕкри Энвер çине килти ĕçсем те, хирти ĕçсем те тиенчĕç. Çав çул вăл çăвĕпех МТС тракторисчĕпе пĕрле уй-хирте суха турĕ, плугарьте ĕçлерĕ.

Энвер кĕркунне вăтам шкулăн саккăрмĕш класне каймалла пуль тесе шухăш тытнăччĕ, ашшĕ ăна урăхла ăс пачĕ. “Хăвăртрах ура çине тăма тăрăшмалла, ывăлăм. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă çĕре эсĕ вун саккăрта пулатăн. Вуннă вĕренни специальность памасть. Патăрьелĕнче педучилище пур. Унта сана экзаменсăрах илеççĕ. Виçĕ çултан учитель пулса тухатăн. Вĕçтер çавăнта”, – терĕ.

Педучилищĕне Энвер пĕр чăрмавсăрах кĕчĕ. Кăçал кĕркунне Энвер Зиатдинович унта вĕренме кĕнĕренпе 65 çул çитет. Ун чухне çак икĕ пысăк ял хушши чылай инçетреччĕ. Феизовсен килĕнчен педагогика училищине çитме çичĕ çухрăм утмаллаччĕ. Интернат-общежити таврашĕ тивĕçмен. Кун кĕске чухне, хĕллехи вăхăтра, хваттере кĕрсе пурăнни те пулнă. Педучилищĕре вĕренни Энвершăн питĕ те усса пычĕ, унăн малашнехи пурнăç çулне палăртса хучĕ. Училищĕне çывăхран та, утмăл-çитмĕл çухрăмри ялсенчен те чăваш, тутар, вырăс ачисемпе хĕрĕсем çÿретчĕç. Предметсене çуррине ытла вырăсла вĕрентнĕ. Пултаруллă çамрăк виçĕ çул хушшинче вырăсла та, чăвашла та маттур калаçакан пулса тăчĕ. Пур енĕпе те лайăх ĕлкĕрсе пычĕ, çапах та педагогика, логика, психологи предмечĕсем ăна ытларах кăсăклантарчĕç.

Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн тепĕр çулталăкран Энвер педучилищĕрен вĕренсе тухрĕ.

– Хусанти педагогика институтне каятăп, атте. Педагогикăпа психологи факультетне кĕрес тетĕп. Унта педучилищĕсенче ĕçлеме преподавательсем хатĕрлеççĕ. Тăватă çул вĕренмелле. Стипенди параççĕ. Хусан аслă, баржăсене тиеме те, вакунсене пушатма та вăй пур-ха. Аллах пулăшсан, тен, Патăрьелнех ĕçлеме таврăнăп, – çапла пулчĕ Энверăн сăмахĕ.

Ывăлĕн шухăшне ашшĕ ырларĕ, лайăх вĕренме, яланах йĕркеллĕ пулма ăс парса ăсатрĕ. Пĕртен-пĕр юратнă ачине кутамкка тата чăматан йăттарса кăларса янă хыççăн Захиб аппа çеç куççуль кăлармасăр чăтаймарĕ.

Çăмăл пулмарĕ Энвера Хусанта. Вĕренессе вăл аванах вĕренсе пычĕ. Анчах Хусанта ашшĕ те, амăшĕ те çумра мар-çке-ха. Общежитире çăкăр сăмси касса паракан та, вĕри шÿрпе çиме сĕнекен те çук. Пĕтĕмпех хăвăн хатĕрлемелле. Институтра иккĕмĕш çул вĕреннĕ чухне Атăл тăрăхĕнчи республикăсемпе облаçсенче тырă начар пулчĕ, ĕç çыннине пиçиххине тата та туртарах çыхма тиврĕ.

Çав çул институтра вăл Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ аспирантпа – Геннадий Волковпа çывăхланчĕ: “Чăваш тутарĕ, Шăнкăртамран”, – тесе пĕлтерчĕ хăй çинчен Энвер, ентешĕпе алă тытса паллашнă май.

Çирĕммĕш ĕмĕрĕн варри – 1950 çул. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Энвер Феизов институт пĕтерни çинчен диплом илет. Малашне унăн ăçта ĕçлемелли те паллă ĕнтĕ: Хусан çывăхĕнчи Арск хулинчи педагогика училищинче. Феизовăн кунта педагогика, психологи, логика вĕрентмелле пулать. Авăн, юпа уйăхĕсем, чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ... Часах çĕнĕ – 1951 çул. Вĕренекенсем Феизов ирттерекен уроксемпе кăмăллă: тимлĕ итлеççĕ, темăсенче хускатнă проблемăсене сÿтсе явма активлăн хутшăнаççĕ.

Геннадий УТКИН (Вĕçĕ çитес номерте).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика